Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин прокурор должноçне йышăнма кандидата тăратнă Сергей Легостаевпа тĕл пулнă

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин прокурор должноçне йышăнма кандидата тăратнă Сергей Легостаевпа тĕл пулнă. Сумлă çын Шупашкарта служба командировкинче. Сергей Легостаева Чăваш Республикин прокурорĕ пулма кандидата Раççей Федерацийĕн генеральнăй прокурорĕ Юрий Чайка сĕннĕ. Хальлĕхе кандидат тĕлĕшпе саккун йĕркипе килĕшӳллĕн пăхса тухмалли процедура ĕçĕ пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче кандидатăн профессири ĕç опычĕ пысăк пулнине, карьера çитĕнĕвĕсем те пуррине палăртнă. «Эсир прокурор должноçĕнче ĕçлеме пултарасса шанатăп», - тесе каланă Пуçлăх. Тĕплĕнрех



04 марта 2015
11:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter