Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Çĕрпӳ районĕнче пулнă

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Çĕрпӳ районĕнче пулнă. Михаил Игнатьев депутатсемпе тата хула активĕпе канашлу ирттернĕ. Пĕлтĕрхи çулăн социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе, экономика аталанăвĕпе тата 2015 çулхи тĕллевсемпе паллашнă. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - çакнашкал канашлусене ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем хутшăнни питех те усăллă, мĕншĕн тесен муниципалитет йĕркеленĕвĕсен депутачĕсем халăхпа хутшăнаççĕ, ăна мĕн хумхантарнине пĕлме майсем тупăнаççĕ. Михаил Игнатьев район пĕрмаях аталаннине, халăх пурнăçĕнче нумай енĕпе ырă улшăнусем пулнине хавхаланса пĕлтернĕ. Уйрăм çитменлĕхсем çинчен те чарăнса тăнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Александр Казаков доклад тунă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сӳтсе явма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем – строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков, финанс министрĕ Светлана Енилина, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ  Вадим Николаев, çĕрпӳсем хăйсем хутшăннă, тĕрлĕ ыйту панă, влаç ĕçне лайăхлатмалли майсене сĕннĕ. Канашлу вăхăтĕнче сумлă ентешсене, вăрçă ветеранĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕсем парса чысланă, ĕçре хисепе тивĕçнисене наградăсем парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех



04 марта 2015
18:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter