Хисеплĕ ветеран - гимнази хăни

Хисеплĕ ветеран - гимнази хăни

Февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тăван çĕршыв Аслă вăрçин ветеранĕ Василий Симсов хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Василий Кондратьевич 1925 çулта Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ унăн нушаллă иртнĕ. Нумай ачаллă çемье кил хуçисĕр тăрса юлнă. «Выçăллă-тутăллă, çара уран çÿренĕ пурнăç паянхи кунчченех асран тухмасть», - аса илет ветеран.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 16 çулти çамрăк Сăр шывĕ патĕнче окопсем чавнă çĕре хутшăнать. 40 градуслă сивĕсенче вĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр окопсем, траншейăсем чаваççĕ.

1942 çул вĕçĕнче Василий Симсова Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Вăл çапăçнă полк Ржев хулинчен Витебск патне куçса пырать. Симсов аслă сержант уйрăмĕ фашистсен танк атакине чарса пырать. Витебск патĕнчи çапăçури паттăрлăхшăн Василий Кондратьевич III степень Мухтав тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степень орденĕсене тивĕçнĕ. 1944 çулхи июльте йывăр аманнăскере киле яраççĕ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
04 марта 2015
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter