Чăваш Ен депутачĕсем Сергей Валентинович Легостаева Чăваш Республикин прокурорĕн кандидатне сӗннипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухcа ырласа ҫирӗплетнӗ

 Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр 29-мĕш ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Чăваш Ен депутачĕсем Рязань облаçĕнче прокурор пулса ĕçленĕ Сергей Валентинович Легостаева Чăваш Республикин прокурорĕн кандидатне сӗннипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнă. Çак должноçра ĕçлеме сĕннĕ прокурор кандидачӗпе РФ Генеральнăй прокуратурин Атăлçи федераци округӗнчи Управленийĕн пуçлăхĕ Вадим Антипов тĕплĕн паллаштарнă. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, кандидатăн профессири ĕç опычĕ пысăк, карьера çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Депутатсем хӑйсене сӗннӗ кандидатурӑна сӳтсе явнă хыççăн ӑна пĕр сасăллă пулса ырласа ҫирӗплетнӗ. Сергей Легостаев хăйне прокурор должноҫне йышӑнма шаннӑшӑн Чăваш Республикин Пуçлăхне, Патшалăх Канашĕн депутачĕсене тав тунă. Раҫҫей Федерацийӗн Прези­денчĕ Раççей Генеральнăй прокуратури сĕнĕвне шута илсе  ӑна Чăваш Республикин прокурорне уйӑрса лартасси ҫинчен ĕç хучӗ çирĕплетĕ. Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин прокурор должноçне йышăнма кандидата тăратнă Сергей Легостаевпа тĕл пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче сумлă хăнана: «Эсир прокурор должноçĕнче ĕçлеме пултарасса шанатăп», - тесе каланă. Тĕплĕнрех



05 марта 2015
18:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter