Елчĕк районĕ: анне чĕлхи - чăваш чĕлхи

     Шкул çулне çитмен ачасене чăвашла калаçма, тăван чĕлхене юратма вĕрентни «Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен» калакан саккунне пурнăçлама пулăшать. Тăван чĕлхене вĕренсе ача халăх культурипе, ăс-хакăл пуянлăхĕпе паллашать,  хамăрăн йăла-йĕркесене хисеплеме хăнăхать.

       Культурăран литература ани çине куçни, паллах, питĕ килĕшÿллĕ.   Литература çулталăкне уçнă май  Аслă Пăла Тимешри «Çăлкуç» ача садĕнче те ятарлă план çирĕплетрĕмĕр. Планпа килĕшÿллĕн пуш уйăхĕн 4- мĕшĕнче « Ача-пăча сăввисем» курав ирттертĕмĕр. Шăпăрлансене чăваш çыравçисен сăввисемпе паллаштартăмăр, çăмăлрах йĕркесене пăхмасăр калама вĕрентрĕмĕр. Тĕрлĕ кĕнекесенчи ÿкерчĕксене тишкертĕмĕр. Кунта Сергеев Давид, Константинова Анастасия, Козлова Кристина хăйсен маттурлăхĕпе палăрчĕç. Çамрăклах литературăпа туслашни çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл пуплеве, тавра курăма аталантарма пулăшать. Кĕнекесенчи ÿкерчĕксен хитрелĕхĕ вара тĕссене уйăрма хăнăхтарать.



05 марта 2015
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter