Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн катартӑвӗсемпе тата 2015 çулхи тĕллевсемпе паллашнă

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Çĕрпӳ районĕнче пулнă, депутатсемпе тата хула активĕпе канашлу ирттернĕ, районӑн пĕлтĕрхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн катартӑвӗсемпе тата 2015 çулхи тĕллевсемпе паллашнă. Канашлăва уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакнашкал тĕлпулусем йĕркелени, канашлусене ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕртӳçисем хутшăнни питех те усăллă пулнине палӑртнӑ, мĕншĕн тесен муниципалитет пĕрлешĕвĕсен депутачĕсем халăхпа хутшăнаççĕ, ăна мĕн хумхантарнине тӳрремӗн пĕлме пултараҫҫӗ. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енĕн 2014 çулхи макроэкономика кăтартăвĕсем, 2013 çулхипе танлаштарсан, лайăх шайра пулнине палăртнă. Çĕрпӳ районне илес пулсан, вăл пĕтĕмĕшле кăтартуллă ĕçлесе пырать.  Кунта ытти муниципалитетсенчи пекех шалти резервсем пысăк, юлашки çулсенче йӗркеленнӗ аталану хăвăртлăхне упраса хă­варас тесессĕн çак кăтартусемпе пĕлсе тата кирлĕ пек усă курса ĕçлеме пĕлмелле. Юлашки вăхăтра районти çынсен пурнăç условине лайăх­латас тĕлĕшпе федераци тата республика хыснинчен сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. Çак пулăшусемпе ача сачĕсем çĕклесе лартма, çамрăк мăшăрсен, нумай ачаллă çемьесен çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама, спорта аталантарма, шыв-шуртан сыхланас тӗллевпе хă­партнă сооружение хута яма, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ ху­ҫа­лӑх тытăмне вăйлатма, çĕнĕ çулсем хывма усă курнă. «Иртсе пыракан çул кашни çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ. Федераци тата республика шайĕнче резервсемпе туллин усă курма тĕллев лартнă, патшалăх шайĕнче приоритетсене пĕтĕмпех палăртнă. Бюджетăн тăкак пайне илес пулсассăн - 85 проценчĕ куллен саплаштарса пымалли тăкаксем, 15 проценчĕ вара аталану валли каять. Пĕлсе палăртнă приоритетлă ыйтусемпе кирлĕ пек йĕркеллĕ ĕçлемелле. Халăха пӑшӑрхантаракан ыйтусене те вăхăтра татса пама пĕлмелле», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ĕçре хастарлăхпа палăрнисене наградăсем парса чысланӑ. Çĕрпӳри «Куҫса ҫӳрекен механизизациленӗ 8-мӗш колонна» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнче прораб пулса ĕçлекен Борис Герасимов  строительство ĕçĕнче нумай çул хушши тӳрӗ чунпа тăрăшнăшăн Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивӗҫнĕ. Çĕрпӳ район администра­ци­йĕн­че финанс пайĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçлекен Валентина Федорова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчӗ» хисеплӗ ята илнĕ.  Канашлура вăрçă ветеранĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕ­сем парса хисеп тунӑ. Матрена Александрова,  Михаил Антонов, Герман Васильев, Илья Зинаков тата Сергей Матросов сумлă ветерансем сумлӑ хисепшĕн чĕререн тав тунă. Пултарулăхра палăрнă çамрăксене вара дипломсем парса хавхалантарнă. Район администра­цийĕн пуç­лăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Александр Казаков пĕл­тĕрхи со­циаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе тата 2015 çул тĕлле­вĕсемпе паллаштарнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сӳтсе явма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем: строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков, финанс министрĕ Светлана Енилина,  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачӗсем хутшăннă.  Çĕрпӳ районĕн ӳсĕмĕсене палăртнă чухне çурт-йĕр тӑвас ыйту кăтартуллă пулнине, вырăнти бюджет йĕркеллĕ пурнăçланнине, муниципалитетра пурлăхпа тата çĕрсемпе пĕлсе усă курнине асăннă. Ял хуçалăх тытăмне илес пулсан, мăйракаллă шултра выльăх шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 12,5 процент ытла ӳснĕ. Хальхи пурнăç таппинче район ертӳлĕхĕн харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырас ыйту çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине те куçран вĕçертме юраманнине палӑртса хӑварнӑ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ ху­ҫа­лӑх ты­тăмĕнче парăмсем пухăнса ан кайччӑр тесен, халăхран пулăшу ӗҫӗ­семшĕн илекен укçа-тенкĕне те вăхăтра пухса пымалла тата çак ыйтăва кун йĕркинчех тытмалла. Тӗплӗнрех

 



05 марта 2015
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter