Аннем çинчен шăрçаланă сăмахсем

Анне… Çĕр çинчи чи çепĕç, ачаш, ырă кăмăллă, пултаруллă, тараватлă, харсăр çын. Анне çумра чух эпир йывăрлăхсене çăмăллăнах çĕнтерме, çĕнĕ çитĕнÿсем тума пултаратпăр. Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен 8-мĕш  класс ачисем те хăйсен юратнă амăшĕсем çинчен чи çепĕç те ăшă сăмахсем шăрçалаççĕ, вĕсен ячĕпе сăвăсем çыраççĕ. (Веникова Г.В. вĕрентекен)

    Кашни çыннăнах амăшĕ пур. Анне – пурнăç пуçламăшĕ, пурнăç ăшши. Аннем, эпĕ сана чĕререн юрататăп, мана çуратнăшăн, ÿстернĕшĕн, йывăрлăхра пулăшнăшăн тав сăмахĕ калатăп. (Пыркин Михаил)

    Аннем, сана юрататăп,

Пĕтĕм чĕререн саватăп.

Эсĕ манăн чи хитри,

Чи ĕçченни, сăпайли.

    Анне, аннем… Кун каçа миçе хут каламастăп-ши çак чĕререн тухакан сăмаха?!

Манăн аннене сăнласа пама сăмахăм та çитмест. Сăнĕпе питĕ хитре, пичĕ çинчен йăл кулă нихăçан та сÿнмест.

    Юратнă анне, юратнă мăшăр, юратнă кукамай  вăл пирĕншĕн. (Константинова Наташа)

Анне мана çуратнă,

Сăпка юрри юрланă,

Ачашласа ÿстернĕ,

Çепĕç туйăм çуратнă.

 

Анне мана юратать,

Юратса кăна лăпкать,

Ăшă сăмахсем калать,

Шкула ăшшăн ăсатать.  (Иванов Андрей)

 

    Анне пирĕншĕн тăрăшать,  пиртен ырă çын тăвасшăн. Пирĕншĕн тем тума та хатĕр, ачисен пурте пултăр тесе çĕр çывăрмасть, канлĕхе пĕлмест. Аннен ылтăн аллисем  тем тума та пĕлеççĕ, аннен ăшă куçĕсем ыррине çеç сунаççĕ. Вăл пире пурнăç параканĕ, лăпкаканĕ, пире яланах чунтан юратаканĕ. Анне умĕнче эпир ĕмĕрех парăмра, юратса ăна тав сăмахĕ калатăп. (Перепёлкина Татьяна)

 

Чи хитри эс тĕнчере,

Чи маттурри, кăмăлли,

Чи ĕçченни, сатурри,

Ҫепĕç – çепĕç алăлли. (Шавкин Петр)

 

    Манăн анне ир-ирех тăрать. Килти ĕçсене пĕтерсе ферма   васкать, дояркăра тăрăшать. Вăл питĕ ĕçчен: çыхать, тĕрлет, тутлă апат-çимĕç пĕçерет… Аттепе иккĕшĕ аппапа манăн пуласлăхшăн тăрăшаççĕ, пире юратаççĕ.  Эпир те вĕсене чĕререн юрататпăр.  (Батанов Александр)

 

Пирĕн анне сăпайлă,

Ялан пирĕн майлă.

Инкекре вăл пулăшать,

Хурлăха пĕрле пайлать. (Ильин Сергей)

 

      Ах, аннеçĕм, анне, юрататăп сана. Тавах сана çуратнăшăн, юратнăшăн, лăпканăшăн, ăшă сăмах каланăшăн. Нумай çул пурăн, сывлăхлă пул. (Петрова Анжела)

 

Анне тăрать, тумланать,

Ирех ĕçе тытăнать.

Выльăхсене шăварать,

Тислĕкне те вăл хырать.

 

Ĕç пĕтерсен васкаса

Тутлă апат пĕçерет.

Ҫепĕç алли сĕртĕнсе

Шкула кайма тăратать. (Маслова Анна)

 

   Аннене эпĕ пите-питĕ юрататăп, чунтан-чĕререн сывлăх сунатăп. Аннепе яланах юнашар пулас килет, ăшă-ăшă сăмахсем калас килет. Анне вăл манăн чи маттурри, чи çывăххи. (Пласкин Александр)

 

   Кашни çыншăнах амăшĕ – чи юратнă та çывăх çынни. Эпĕ хамăн аннене тĕнчери чи лайăх çын тесе шутлатăп. Манăн анне сăнĕпе чи хитри, аллисем унăн çеп-çемçе, куçĕсем илĕртÿллĕ. Кĕлетки аннен яштака, çÿçĕ сарă, куçĕсем хитре, пукане тейĕн пăхсан. Вăл питĕ ĕçчен. Ачисемшĕн анне чунне пама хатĕр. Пире пăхса ÿстернĕшĕн, юратса çитĕнтернĕшĕн нихăçан та тав туса пĕтереймĕпĕр эпир сана, анне. Эсĕ манăн чи юратнă та чи çывăх çын. (Киргизова Александра) (Елчĕк районĕ)



05 марта 2015
13:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter