Телейпе илем кÿрекенсем

Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕнче вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн, çыхăну, суту-илÿ учрежденийĕсенче ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ. Кашниех хăйĕн умĕнчи тивĕçне чыслăн тÿрре кăларса пырать.

Тав сăмахне тивĕçлĕ

Инна Вячеславовна Иванова Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта ачасене химипе биологи предмечĕсене вĕрентет. Вĕрентÿ ĕçне пысăк тÿпе хывнăшăн Хисеп грамотисене сахал мар тивĕçнĕ.

– Учителĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пĕлĕвĕ, ăсталăхĕ йăлтах хăй вĕрентекен ачасен ăс-тăнĕнче палăрать, калăпланать, вĕсене пурнăç çулĕ çине илсе тухма пулăшать. Кашни урок маншăн – чăн-чăн уяв, тĕрлĕ пулăмсем тăрăх ирттермелли сăнав. Ман предметсем çутçанталăкпа, тăван тавралăхпа, тĕрĕсрех каласан, чĕр пурнăçпа тачă çыхăннă. Ан тив, çав чĕрĕ сĕткене ачасем чĕрисене хывччăр, çутçанталăк вăрттăнлăхĕсене тăрăшса вĕренччĕр, вĕсемпе пурнăçра анлă усă курччĕр, – тет вăл.

Шкултан вĕренсе тухакансенчен çурри ытла хăйсен пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне тăван çĕрпе çыхăнтарнă. Акă ăçта вăл юратнă педагог тав тунине çирĕплетекен ырă тĕслĕх.

 

Савăнăç валеçекен

Ман шутпа, кашни çемьен, кашни çыннăн кулленхи пурнăçĕ ялти почтальонкăн ĕçĕпе тачă çыхăннă. Тĕрĕсрех каласан, вăл кашни киле телейпе савăнăç валеçекен.

– Çынна ырă туни маншăн темрен те хаклă, сăваплă, – çапла паллаштарчĕ хăйпе Çĕнĕ Кипек ялĕ тăрăх куллен вуншар çухрăм утакан Оксана Ивановна Николаева.

Ăна кашни килтех хаклă тăван пек ырă сунса, хирĕç тухса, ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Сăлтавĕ те пур: пĕрисене, сăмахран, пенси укçипе, теприсене хăнана пыма йыхравлакан телеграммăпа, виççĕмĕшĕсене хаçат-журнал пырса панипе савăнтарать вăл.

Хаçат-журнал сарассипе малта пырать. Унăн тăрăшулăхне пула кашни кил вăтамран икшер экземпляр издани илсе тăрать.

 

Тараватлă сутăçсем

Уяв кунĕсенче Кĕçĕн Кипек лавккисенче халăх яланах йышлă. Паян та, ав, Хĕрарăмсен праçникĕ ячĕпе тавар нумай тиесе килнĕ. Духи, хаклă савăт-сапа, юлашки модăпа çĕленĕ кĕпе-тумтир. Уяв сĕтелĕсене пуянлатмалли апат-çимĕç тата! Тĕрлĕ çырласенчен хатĕрленĕ эрехсем, пылак шывсем, тортсем...

Çынсен уяв кăмăлне пăсас мар тесе Алевтина Фадеевăпа Ирина Петрова сутăçсем нумай парне хатĕрленĕ.

– Пирĕн тăрăхра пине яхăн хĕрарăм пурăнать. Кашнин кăмăлне таварпа тивĕçтермеллине малтанах шута илетпĕр. Таварсене праçник çывхаричченех куллен вуншар пин тенкĕлĕх сутма ĕлкĕртĕмĕр. Ан тив, тантăш-хĕрупраçсемпе аппасем, аннесемпе кинемейсем хăйсене парнеленĕ япаласемпе киленсе, савăнса ларччăр, апат-çимĕçпе сайланччăр, уяв сĕтелĕ хушшинче чăваш юррисем янравлăрах шăранччăр.

Уяв ячĕпе, сире, хĕрарăмсем! – теççĕ вĕсем.



05 марта 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter