Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ хӗрарӑмсем!    

Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе чун-чӗ­ререн са­ламлатӑп! 

Пурнӑҫра мӗн ҫутти тата лайӑххи пур, ҫавӑ веҫех хӗрарӑм сӑна­рӗн­че палӑрать. Хӳхӗм хӗрупраҫ мӗн авалтанах сӑпайлӑ та тимлӗ, ӗҫчен те тӑрӑ­шуллӑ пул­­­­­нипе, ачашлӑхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе уйрӑлса тӑ­рать. Ҫак па­ха енсем хӗрарӑмсене кил-ҫурта хӑтлӑрах тума, ҫемье вучахӗн ӑш­­­ши­не сыхласа упрама, ачасене ӑс пар­­са ӳстерме, мӗнпур ӗҫрех ҫи­тӗнӳ тума пу­лӑшса пыраҫҫӗ.  

Республика Правительстви ачалӑхпа амӑшлӑха пулӑшасси, ҫемье хак­лӑхӗсене ҫирӗплетесси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗхпе пӑхать. Ҫам­рӑк ача амӑ­­шӗсем ҫурату сертификачӗ, пособисем тата амӑшӗн капи­талӗ евӗр паракан укҫа-тенкӗ пулӑшӑвне илеҫҫӗ, патшалӑх кӳрекен ытти пулӑ­шу тӗсӗпе усӑ кураҫҫӗ.

Ача амӑшӗпе ача сывлӑхне сыхлакан тытӑмра медицинӑн малта пы­ракан технологийӗсем хастарлӑн ӗҫе кӗреҫҫӗ. Ача сачӗсем тӑвасси кал-кал пур­нӑҫ­ланать, ҫакӑ ача амӑшӗсене де­к­рет отпускӗ хыҫҫӑн ӗҫе часрах тухма май парать. 

Патшалӑх хӑйсемшӗн ҫавнашкал тӑрӑшни хӗрарӑмсене малашлӑх ҫине ырӑ шан­чӑкпа пӑхма хавхалантарать, республикӑра ача ҫуратасси  тата нумай ачаллӑ ҫемьесен шу­чӗ ӳсет.

Эсир ачасене ҫӗршыва юрӑхлӑ граждансем пулма ӑс парса пӑхса ҫитӗнтере­­ссине хӑвӑр ҫине илнӗ, сире ҫав пархатарлӑ та яваплӑ ӗҫӗр­шӗн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.

Юратнӑ хӗрарӑмсем! Ҫуркун­нехи ҫак ҫу­тӑ та са­вӑк уяв ку­нӗнче ырӑ кӑмӑлӑршӑн, чун тараватлӑхӗшӗн, пирӗн пур­­нӑҫа ҫу­тӑ­рӑх та хӑт­лӑ­рах та­­­та илем­лӗрех тума пӗлнӗшӗн чӗререн тухакан тав сӑмахӗсене йы­шӑн­самӑр!

Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, юрату, ӑнланупа чӑ­тӑм­лӑх, ырлӑхпа телей сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                   М.Игнатьев

 

   



05 марта 2015
11:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter