Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Право йĕркине тивĕçтерессипе ĕçлекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Право йĕркине тивĕçтерессипе ĕçлекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче обшествӑри социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политика тӑнӑҫлӑхӗ, ӑна преступла тапӑнуран хӳтӗлес лару-тӑру, ҫынсем малашлӑха шан­чӑклӑн пӑхасси ытларах чухне полицин лайӑх ӗҫӗнчен килнине асăннă. Чӑваш Енри патшалӑх влаҫӗн, право сыхлавӗн органӗсем тата об­щество организацийӗсем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн ҫы­хӑнса ӗҫленине пула республика  йĕркене пăснă тĕс­лĕхсен шучĕ чакнине пӗлтернӗ. «Граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тата обществăри çирĕплĕхе упраса хăварас тĕллевпе, йĕр­келĕхе сыхлас тесе кашниех вăй хурать. Ҫакӑ чи пахи. Хальхи вӑхӑтра экономикăра йывăрлăхсем çук мар. Çапах та пирĕн предпринимательсем пуçа усмаççĕ, малалла ĕçлессишĕн талпăнаççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Çав вăхăтрах, тепӗр чухне предпринимательсем хăйсем патĕнче вăй хуракансене кирлĕ пек ĕç укçипе тивĕçтерменни те сисĕнет. Пуçлăх право хуралĕнче тăрăшакансене ҫавнашкал тĕслĕхсене вăхăтра тупса палăртма сĕннĕ. Çак ĕçе тĕрĕслесе тăма налук службинче вӑй хуракансене те явӑҫтармаллине палӑртнă. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов общество вырăнĕсенче тунă преступленисен, урамри йĕркесĕрлĕхсен  шучĕ чакнине пĕлтернĕ. 2014 çулхи кăтартусемпе паллаштарнă май, кăçалхи тĕллевсем ҫинче чарăнса тăнă.  Чăваш Ен пуçлăхĕ лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе тăма, айăплисене тупса палăртса явап тыттарма каланӑ. Тĕплĕнрех

 



06 марта 2015
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter