Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунне ха­лалланă «Юрату сассисем» ятлă савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшăннă

 

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунне ха­лалланă «Юрату сассисем» ятлă  савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшăннă. Ӑна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ. Са­вăнăçлă уяв каçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ  Ольга Зайцева тата ытти официаллă çынсем хутшӑннă. Уява пӗтӗмпе 800 пике – паллă врачсем, вĕрентекенсем, культурăра, спортра вăй хуракансем, про­мышленноçпа транспорт тытăмĕнче, ял хуçалăхĕнче тата ытти çĕрте тăрăшакансем пуҫтарӑннӑ. Палăртма кăмăллă: асӑннӑ уяв каҫӗнче хĕрарăмсен юхăмне аталантарма витĕм кӳрекен хастар та пултаруллă ветерансем те пулнӑ. «Пурнăçра мĕн çутти тата лайăххи пур, çавă веçех хĕрарăм сăна­рĕн­че палăрать. Хӳхĕм хĕрупраç мĕн авалтанах сăпайлă та тимлӗ, ĕçчен те тăрă­шуллă пул­­­­­нипе, ачашлăхĕпе тата ырă кăмăлĕпе уйрăлса тă­рать. Çак па­ха енсем хĕрарăмсене кил-çурта хăтлăрах тума, çемье вучахӗн ăш­­­ши­не сыхласа упрама, ачасене ăс пар­­са ӳстерме, мĕнпур ĕçре çи­тĕнӳ тума пу­лăшса пыраççĕ», - тесе пӗлтернӗ хăйĕн салам сӑмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Республика Правительстви ачалăхпа амăшлăха пулăшасси, çемье хак­лăхĕсене çирĕплетесси çине уйрăмах пысăк тимлĕхпе пăхать. «Çам­рӑк ача амă­­шĕсем çурату сертификачĕ, пособисем тата амăшĕн капи­талĕ евӗр паракан укçа-тенкĕ пулăшăвне илеççĕ, патшалăх кӳрекен ытти пулă­шу тĕсĕпе усă кураççĕ. Ача амăшĕпе ача сывлăхне сыхлакан тытăмра медицинăн малта пы­ракан технологийĕсем хастарлăн ĕçе кĕреççĕ. Ача сачĕсем тăвасси кал-кал пур­нăç­ланать, çакă ача амăшĕсене де­к­рет отпускĕ хыççăн ĕçе часрах тухма май парать», - палӑртнӑ республика Пуçлăхĕ. Уяв каçĕнче хисепе тивĕçнисене яланхи пекех наградăсем парса хавхалантарнă. Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕн пред­седателĕ Ольга Зайцева Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева чĕререн тав тунă. «Патшалăх хĕрарӑмсене ыранхи куна шанса пурăнма хавхалантарать, Чăваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен шу­чӗ ӳсет, пурнăç ус­ловийӗ ырă енне улшăнса пыни пурне те йӗркеллӗ ĕçлесе пурăнма вăй кӳрет», - тенĕ Ольга Зайцева. Паянхи пикесем пурнӑҫа тивӗҫлипе тытса пыма пулӑшакан ҫирӗп тĕрев йĕркелеççĕ. Хӑйсен пĕлĕвĕпе, пултару­лăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурнăçăмăра илем­лĕрех, пуянрах, хăтлăрах тума тă­рăшаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем илĕр­тӳлĕхе, чун ăшшине, ырăлăха çу­хатмасăр юратнă амăшĕсем, шанчăклă мăшăрсем шутланаççĕ, тăван кил ăшшине упрама пĕлеççĕ. Уяв каçĕ «Юрату сассисем» ятлă пысăк концертпа вĕçленнĕ. Артистсен илĕр­тӳллĕ сассисем пурин кăмăлне те çĕклентернӗ, тыткăна илнĕ. Театр залĕнче уява пынисем «Чăваш ҫи-пуҫӗ», «Чăваш Енӗн паллă хĕра­рă­мĕсем – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вете­ранĕсем» ятлă куравсемпе паллашнă. Тĕплĕнрех



06 марта 2015
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter