Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн, ĕçре пысăк çитĕнӳ тунисене хисеплĕ ятсемпе, медальсемпе чысланă

Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн, ĕçре пысăк çитĕнӳ тунисене хисеплĕ ятсемпе, медальсемпе чысланă. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин наградисене панă ҫӗре Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи  Юрий Васильев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Хастар ентешсен йышĕнче - тухтăрсем, ял хуçалăх, промышленноç, вĕрентӳ, культура ĕçченĕсем тата ыттисем те. Пĕр сăмахпа каласан, тĕрлĕ професси çыннисем. «Республика çитĕнĕвĕсенче сирĕн тӳпӗр те пӗчӗк мар», - тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чыслава уçнă май. «Халăх хуçалăхĕнче хĕрарăм ĕçлемен пĕр тытăм та çук. Кунта паян тĕрлĕ професси çыннисем пухăннă. Яваплăха туйса ĕçленĕрен вĕсем патшалăх наградисене тивĕç пулчĕç. Тепӗр чухне кам мĕнле ĕçре тăрăшнине па­лăртма та кирлĕ мар, кашни çын хăй юратса суйласа илнӗ профессире чун-чĕререн тăрăшни паха. Шăпах та, кун пек чухне çитĕнӳсем пуласси пирки пачах та иккӗленме кирлĕ мар», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне республика Пуçлăхĕ. «Хĕра­рăмăн хăй ĕçĕнче ăсталăхпа палăрнисĕр пуçне çемье вучахне те упрамалла. Савнă мăшăр, юратнă анне, кукамай, асанне пулмалла. Эсир, хĕрарăмсем, ачасене воспитани парса ӳстерме, кил-çурт хăтлăхне упрама вăй-хал çитеретĕр. Вĕренетĕр, тепĕр чухне арçынсенчен те тухăçлăрах ĕçлетĕр. Çемьере, обществăра, коллективра тăнăçлăх, лăпкăлăх хуçалантăр тесе нумай тăрăшатăр. Эпир, арçынсем, пирӗн пурнăçӑмӑра илем кӳнĕшĕн сирĕн умăрта пуç таятпăр!», - тенĕ Михаил Васильевич.  Пысăк наг­радăна тивĕçнисем хӑйсен ĕç-хĕлне асăрхаса хакланăшăн республика Пуçлăхне чĕререн тав тунă. Чăваш Енӗн Потребительсен обществин пĕрлешĕвĕнче экономика пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшакан Наталия Большова ҫакăн пек наградăсем парса чыслани малашне тата та тухӑҫлӑрах, курăмлăрах ĕçлеме вăй-хал кӳнине палӑртнӑ. Вăл юратнă Чăваш Еншĕн ӳлĕм тата та хавхалануллăрах ĕçлесси пирки шантарса каланă. Патшалăх наградисене тивĕçнĕ ĕçчен, пултаруллă та ăста хĕрарăмсем кашниех хăйне евĕр, анчах вĕсене пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерет: вĕсем Чăваш çĕрĕ чечеклентĕр тесе тăрăшаççĕ, тăван республикăна аталантараççĕ. Тĕплĕнрех

 



06 марта 2015
16:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter