Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешсем!

Сире Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Юрий Гагарин ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пурӑнакансенчен пӗрремӗш пулса тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑранпа ҫур ӗмӗр ытла иртрӗ. Уҫлӑха тӗпчесе ал­­ла илесси пирӗн пӗтӗм планетӑшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ку енӗ­пе Чӑ­ваш Ен ти­вӗҫ­липе мухтанма пултарать, мӗншӗн тесен тӗн­че уҫ­лӑх­не парӑн­тарас ӗҫ историне унӑн мухтавлӑ ывӑлӗсен – Андриян Нико­лае­вӑн, Николай Бу­даринӑн тата Муса Манаровӑн – ячӗсем ылтӑн саспаллисемпе ҫы­рӑн­са кӗрсе юлнӑ.

Виҫҫӗмӗш космонавт, икӗ хутчен Совет Союзӗн Геройӗ, авиаци гене­­рал-майорӗ Андриян Николаев ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра, Сӗнтӗрвӑрри ра­­йонӗнчи Шуршӑл салинче, легендарлӑ енте­шӗмӗре халалласа асӑну комплексӗ ҫӗклесе лартнӑ. Тӗнче уҫлӑхӗпе космонавтсем ҫинчен ытларах пӗлме, Андриян Григорьевич Николаевӑн паттӑрла пурнӑҫӗпе тӗп­лӗн­­рех паллашма май паракан ҫав комплекса килсе ҫӳрекенсен шучӗ ҫул­серен йышлӑланать.

Паян республикӑри «Элара» АУО, «Чӑвашкабель» АУО, «Электроприбор» АУО пек предприятисенче вӑй хуракан ҫӗршер ӑсчахпа конструктор, испытательпе производство ӗҫченӗ космос отраслӗн аталанӑвне хӑ­йӗн тӳпине хывать. Пултаруллӑ ҫамрӑк космонавтсен юхӑмӗ са­рӑл­­са пы­рать тата ҫирӗпленет, ҫавӑнпа та эпӗ Чӑваш Ен ҫывӑх вӑхӑт­рах тӗн­чене ҫӗ­нӗ Гагаринсемпе Циолковскисене тата Королевсене парнелеме пулта­рас­си пирки иккӗленместӗп!

Космос отраслӗнче ӗҫлекен мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, кӑткӑс та яваплӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                М. Игнатьев



10 апреля 2015
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter