Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.

Информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене çитсе курĕç, халăхпа тĕл пулĕç, граждансене уйрăм ыйтусемпе йышăнӗҫ.   

Информаци кунĕнче çуркунне çитнĕ май субботниксем ирттерсе ял тата хула урамĕсене, çул айккисене, масарсене тирпей илем кÿртес, «Йывăç кунĕ» ирттерес ыйтусене пăхса тухĕç. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсаса çĕнетес, çур аки ирттерес, социаллă пенсие индексацилес ыйтусем çинче те чарăнса тăрĕç.    



15 апреля 2015
13:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter