Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă уçă уроксенче - тыл ветеранĕсем - Ираида Яковлева, Ангелина Исакова пулчĕç

Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнче историпе акăлчан чĕлхи эрни пынă май Çĕнтерĕвĕн 70 çул çитсе пынине халалланă уçă уроксенче тыл ветеранĕсем Исакова Ангелина Александровна тата Яковлева Ираида Павловна пулчĕç. 5, 8, 9, 10 классенче вĕренекен литература, истори, акăлчан чĕлхи урокĕсенче тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулусем иртрĕç. Тĕл пулăва килнĕ тыл ветеранĕсем вăрçă çулĕсенче, 7, 8 çулта пулнăскерсем, хăйсем тÿссе ирттернĕ самантсене аса илчĕç. Акă мĕн каласа пачĕ Ираида Яковлева: «Чи малтан ялтан вăрçа тухса каяканĕ - Маркиянов Александр Александрович пулнă. (Унăн ывăлне, Орест Александровича пĕлмен çын çук та пулĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешесси ăна пулах йĕркеленсе кайрĕ). Вăрçă хирĕнчех пуçне хучĕ. Аттен те вăрçа каймалли хучĕ килчĕ. Вăл Кĕлĕмкасси шкул директорĕ пулнă. Атте Польша таран çитнĕ, анчах киле таврăнаймарĕ. Ултă ача тăлăха юлтăмăр. Уйра аслисемпе тан ĕçленĕ. Çурлапа тырă вырни халĕ те куç умĕнчех. Анне, Васса Михайловна, шкулта учительте ĕçлекенскер, пире ура çине тăратрĕ. Темле йывăр вăхăтра та эпир анне пулăшнипе малалла вĕрентĕмĕр. Пирĕн йăхран пысăк вĕреннĕ çынсем тухрĕç. Сирĕн те, ачасем, вĕренмелле, вĕренни нихçан та пăсмасть..»

Исакова Ангелин, ялта ăна Линкка аппа тесе чĕнççĕ, хăй пурнăçĕнчи йывăр аса илÿсемпе паллаштарчĕ: «Аттене, Краснов Александра,  Патăрьелти педтехникум вĕренсе пĕтерсен учительте ĕçленĕ вăхăтра, 1939 çултах çара илсе кайрĕç. Вăл Брест крепоçĕнче пулнă. Вăрçă пуçланассине малтанах пĕлнĕ. Пире вăл çапла çырса янăччĕ. «Хура пĕлĕтсем шуса тухрĕç, ку ырра мар пулмалла» Çакăнпа вăл пире вăрçă тухассине систересшĕн пулнă ĕнтĕ. Унăн виç кĕтеслĕ çырăвĕсене халь те упратăп. Яланах аттерен çыру кĕтеттĕмĕр. Пĕррехинче аттерен килнĕ çыру тесе аннепе Якур пиччене кăтартас тесе чупса кĕтĕм. Анне аттен почеркĕ маррине курсан шурсах кайрĕ… ».Линкка аппа каласа панине тимлĕн итлерĕç. Тыл ветеранĕсем калаçнă хыççăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Ольга Анисимова тĕл пулăва килнĕ хăнасене илемлĕ литература геройĕсемпе танлаштарчĕ. Ева Лисина «Çăкăр чĕлли» калаври сăнарсем – шăпах Линкка аппапа Ира аппи пекех туйăнчĕç», - шутларĕç ачасем. Вĕсем çав çулсенче çăкăр çисе курман, курăк яшки пĕçерсе чĕрĕ, сывă юлнă. «Эсир пирĕншĕн хаклă тыл ĕçченĕсем, ялти чи хисеплĕ ветерансем. Пунăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пире тĕслĕх кăтартатăр, сирĕн умăрта пуç таятпăр», - çапла тав турĕç паттăрлăх урокĕсене килнĕ тыл ветеранĕснене.

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=60&type=news&id=2996221



15 апреля 2015
13:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter