Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ

Апрелĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикин 2015 çулхи I кварталти аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ çинчен ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Виталий Емельянов каласа панă. Вăл палăртнă тăрăх - отчетлă тапхăрта строительство енĕпе /106,7%/, çурт-йĕр хута ярассипе /1,9 хут/, аш-какай /102,1%/, сĕт /100,3%/ туса илессипе пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ ÿснĕ.

Çав вăхăтрах «Промтрактор», «ЧАЗ», «Промтрактор-Вакун», «ВНИИР» акционерсен обществисем, «Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплă общество тата ыттисем производство калăпăшне чакарнă. 2015 çулхи мартра 2014 çулхи декабрьтипе танлаштарсан апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем 10,3% /Раççейĕпе - 10,9%/ ÿснĕ.

Вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх - I кварталта республикăн пĕрлештернĕ бюджетне тупăш енĕпе 10 млрд та 250,3 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, ку иртнĕ çулхи çак тапхăр шайĕнчен 105,5% пулать. Республика бюджетне тупăш енĕпе 8 млрд та 684,2 млн тенкĕлĕх пурнăçланă.

Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджечĕн тăкакĕсем 2015 çулхи I кварталта 9 млрд та 610,3 млн тенкĕ пулнă, 2014 çулхи çак тапхăр шайĕнчен илсен ÿсĕм 11,8%. Çав шутра социаллă политикăна пурнăçлама кайнă тăкаксем 1 млрд та 822,3 млн тенкĕ /4,7% ÿснĕ/ пулнă, вĕренÿ - 3 млрд та 247,7 млн тенкĕ /2,5%/, наци экономики - 1 млрд та 408,5 млн тенкĕ /54,8%/.

Михаил Игнатьев министрсене, муниципалитетсен ертÿлĕхне бюджетăн тупăш пайне ÿстерес енĕпе хушма мерăсем йышăнма, налуксем, çĕршĕн тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнăшăн аренда тÿлевĕ пухассине ÿстерме, организацисемпе лайăхрах ĕçлеме чĕнсе каланă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене те пĕрмаях тĕрĕслесе тăмалла.

Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăрăн малтанхи пĕтĕмлетĕвне вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ. Асăннă тапхăрта республикăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕ, тĕпрен илсен, пĕр тикĕс ĕçленĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр фондне коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе туллин тивĕçтернĕ.

Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнăранпа коммуналлă инфратытăм объекчĕсенче шывпа тивĕçтерекен объектсенче - 178, электричествăпа тата газпа тивĕçтерекеннисенче 1-ер аварие шута илнĕ. Вĕсене нормативсемпе килĕшÿллĕн сирсе янă. Электричество парса тăракан линисенче чи пысăк авари пĕлтĕрхи октябрьти пăрлă çумăр хыççăн пулнă, ăна кĕске вăхăтрах сирсе яма пултарнă.

Республика Пуçлăхĕ канашлура çавăн пекех усă курнă çутçанталăк газĕшĕн республикăри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсен парăма татмалли графиксене пурнăçламаллине, парăмсене ÿстермелле маррине аса илтернĕ. Кунсăр пуçне, ЧР Строительство министерствин топливăпа энергетика комплексĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă сфера объекчĕсене хутса ăшăтмалли çитес сезона хатĕрленине, çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанине çирĕп тĕрĕслесе тăмалла.

А. Львова куçарнă



21 апреля 2015
11:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter