Йывăрлăхсене парăнмасăр – малалла!

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 30-мĕш сессийĕнче тĕп вырăнта республика Пуçлăхĕн Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ĕç-хĕлĕ çинчен тунă отчет пулчĕ.

Валерий ИВАНОВ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» АУО гендиректорĕ:

«Чăнах та, 2014 çул ансат пулмарĕ. Эпир, предприятисен ертÿçисем, çакна лайăх туятпăр. Çапах иртнĕ çул вĕçĕнче, 2015 çул пуçламăшĕнче йăтăнса аннă йывăрлăх сирĕлсе пынăн туйăнать. Çакăнта Чăваш Республикин Правительстви, Чăваш Ен Пуçлăхĕ йышăнакан мерăсен витĕмĕ те пурах. Сăмахăма «АККОНД» тытăмĕнчи предприятисен ĕçĕпе те çирĕплетме пултаратăп - çулталăка ăнăçлă вĕçлерĕç. Эппин, республика ертÿçисем, патшалăх бизнес валли тĕрĕс те меллĕ условисем йĕркелеççĕ, аталанма пулăшаççĕ. «АККОНД» Раççей экономикин тытăмне йĕркелекен 199 предприяти шутне кĕнĕ. Çакна çирĕплетсе Дмитрий Медведев февралĕн 5-мĕшĕнче тивĕçлĕ йышăну кăларнă. Çакăнпа мăнаçланатпăр. Эппин, эпир предприятие упраса хăвартăмăр кăна мар, ăна аталантаратпăр та, çапла майпа пĕтĕм Раççей экономикине витĕм кÿретпĕр. 2014 çулта «АККОНД» 1 млрд тенкĕ ытла инвестици хывнă – тĕп производствăна та, ялхуçалăхне те. Япăх мар вĕт! Çак миллиарда оборудование, производство çурчĕсене хывнă - çак укçа кунта юлать. Микроклимат япăх пулнă-тăк эпир кунта укçа хывăттăмăр-и вара? Урăх регионсене хывнă пулăттăмăр. Сăмах май, чылай кĕпĕрнаттăр пире хăйсем патне чĕнет, хăйсен регионĕсенче «АККОНД» фабрикисене уçма ÿкĕтлет».

http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=16&type=news&id=3001943



22 апреля 2015
15:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter