Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2015

Раççейри литература çулталăкне, Аслă Çĕнтерĕве тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2015 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Диктант текстне Леонид Маяксем паллă чăваш çыравçи хайлавĕнчен илнĕ.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телевиденийĕн официаллă сайтĕнче (www.ntrk21.ru) тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://www.chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Компьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10–15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: dictant2015@yandex.ru

2-мĕш вариант. Диктант И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201 тата 400 аудиторисем), Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, пуху залĕ тата 215 аудитори) тата Н.В. Никольский ячĕллĕ Шупашкарти педагогика колледжĕнче (14, 17, 20 аудиторисем) 13.00 сехетре пуçланать.

Диктант çырма кăмăл тунисен заявка dictant2015@yandex.ru адреспа çак формăпа ярса памалла:

 

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ

е вăрттăн ят

Миçе çулта?

Пароль (10 сас паллинчен

иртмелле мар)

Ăçта çырасшăн –

Педагогика университетĕнче-и,

Вĕренÿ институтĕнче-и,

Педагогика колледжĕнче-и

е пурăнакан вырăнта-и?

 

 

 

 

 

 

Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» заняти ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуху залĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 215 аудитори) ирттереççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Телефонсем: 8(8352)45-07-87 (Петров Л.П.), 8(8352)45-02-58 (Кузнецов А.В.).

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://www.chgign.ru адреспа тупма пулать.

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=13&type=main&id=3003376



23 апреля 2015
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter