Кĕлĕмкасси культура çуртĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун - пысăк уяв – Чăваш чĕлхи кунĕ. «…Эй, тусăмсем, хамăн тăван çыннăмсем, чăвашсем! Пуринчен малтан эпĕ сире чĕнсе калатăп. Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те, акă мĕн пур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ…» Иван Яковлев.

И. Яковлев уçнă шкул кашни чăваш пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăп çак шкулта мухтавлă чăваш ывăл-хĕрĕ пĕлÿ илнĕ. Хăйсен пĕлĕвне И. Яковлев халалĕпе ытти чăвашсене парнеленĕ. Чăваш юрри-кĕвви, тĕрлĕ ытти ăсталăх аталанасси çак шкулпах çыхăннă. Чĕмпĕр шкулĕнче чăваш çырулăхĕ, искусстви çуралнă. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ – Констатин Иванов шăпах çак шкулта вĕренсе ăсталăх туптанă çыравçă. Тем тума та пĕлнĕ вăл: сĕтел-пукан ăсталама, фотограф ĕçне тума, декоратор художник асамлăхне кăтартма тата ытти ĕçсене пултарнă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче Иван Яковлев ăна чăваш букварьне илемлетме явăçтарнă, рисовани предметне вĕрентме шанса панă. Вырăсларан чăвашла куçарусем тунă.

Константин Васильевич Иванов ĕмĕрсен историне «Нарспи» поэмăпа кĕрсе юлнă. «Нарспи» кивелмест, паянхи кун та савăнтарать, шухăшлаттарать, тавлаштарать. Чăваш чĕлхи мĕнле çепĕç те илемлĕ, витĕмлĕ те сулмаклă пулнине туятăн поэмăна вуланăçемĕн. Хайлав чĕлхи те, сăнарĕсем те чуна тыткăнлаççĕ. Чăваш халăх пурнăçне поэт пит ăста кăтартса панă. «Виçĕ пин йĕрке сăвăра ĕлĕкхи чăваш пурнăçĕн пĕтĕм энциклопедийĕ курăнать, - тенĕ чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай. Чăннипех те, поэт çавăн пек калани питех те тĕрĕс. Кĕлĕмкасси культура çуртĕнче ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявларĕç. Çак уява Константин Иванов çулталăкне халалларĕç. Чи малтанах Культура центрĕнчи Магарита Бронниикова библиотекарь Константин Ивановăн пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Кун хыççăн вара Татьяна Орлова, культура центрĕн илемлĕх ĕртÿçи, «Нарспи» поэмăн 14 сыпăкĕ тăрăх хатĕрленĕ презентаци концерчĕ пуçланчĕ. Нарспи вăййа тухни патне çитсен сцена çине Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнчи 7, 8, 9 классенче вĕренекенсем – паянхи Нарсписемпе Сетнерсем вăййа тухрĕç. Карталанса пыракан чăваш каччисемпе хĕрĕсем вăйă юррисемпе тĕрлĕ хусканусем туса, ташласа «Слакпуç кĕввисене аса илчĕç. «Слакпуç тăршшĕнче хĕр пек хурăн ÿсет, чĕрене çунтарса куккукĕ авăтать…» - çапла çыхăнтарчĕç вĕсем «Нарспи» поэмăпа хăйсен вăййине. Вăйă картинчи чăваш ташши пурне те килĕшрĕ. Куракансем тăвăллăн ал çупни шăпах çакна çирĕплетрĕ. Шкулта вĕренекенсем , культура çуртĕнчи ăсталăх кружокне çÿрекенсем - Оля Алексеева «Силпи ялĕнче», Кристина Егорова «Сарă хĕр», Ирина Соснова «Туй», Алиса Гаврилова «Тăватă виле» сыпăксене ăста вуларĕç. Нарспин телейсĕр шăпи пурне те хурлантарчĕ. Культура çумĕнчи юрă кружокне çÿрекенсем Клава Егоровăпа Шура Кузьмина Николай Зимин композитор Константин Ивановăн «Килчĕ ырă çуркунне» сăввипе кĕвĕленĕ юррипе халăх умне тухрĕç. «Теремок» ача садĕнчи – паянхи Сенттисем, пĕчĕк Нарсписем – сăвă-юрăсемпе савăнтарчĕç. Юлашкинчен Геннадий Степанов ертсе пыракан «Йăлтăм» фольклор ушкăнĕ халăх юррисемпе, ташшисемпе савăнтарчĕ. Уяв каçне ертсе пыракан Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхи учителĕ Ольга Анисимова паянхи Сетнерсемпе Нарсписен шăпи мĕнле пуласси тăрăшнинчен, вĕреннинчен, йывăрлăхсене çĕнтернинчен килнине çирĕплетрĕ.

http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=60&type=news&id=3006736



28 апреля 2015
18:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter