Элĕк районĕ: ветерансем патне - пулăшупа

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов черетлĕ планерка ирттерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - вĕренÿ пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев палăртнă тăрăх, вĕренÿ учрежденийĕсенче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă мероприятисем иртеççĕ. Майăн 1-мĕшĕнче пуçланакан «Çĕнтерÿ сиренĕ» акци вăхăтĕнче Çĕнтерÿ аллейи тума сирень тĕммисем лартма палăртнă.

Ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров çур акине хатĕрленнипе паллаштарчĕ. Паянхи кун тĕлне 300 тонна тĕш тырă вăрлăхне имçамланă. Çĕр улми вăрлăхне 1450 тонна хатĕрленĕ. Кондицие лартнă вăрлăх 1941 тоннăпа танлашать е 97 процент. 148 тонна элитлă вăрлăх туяннă. Хуçалăхсем çурхи ĕçсене ирттерме 176 тонна (кирлинчен 91 процент) çунтармалли-сĕрмелли материалсем илнĕ. Çураки ĕçне тĕрлĕ маркăллă 120 трактортан кая мар хутшăнтарма палăртнă, халĕ вĕсенчен 99 проценчĕ хатĕр.

Районти полици уйрăмĕн начальникĕ Андрей Константинов пĕлтернĕ тăрăх, районта «Ветерана пулăшу пар» акци ĕçлеме пуçланă. Майăн 8-мĕшĕччен полици уйрăмĕн сотрудникĕсем ветерансем патĕнче пулаççĕ, право пулăшăвĕ параççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов районти ял-салана тирпей-илем кÿрес ĕçе кашнинех явăçтарма ыйтрĕ, ку тĕлĕшпе хушусем пачĕ.



28 апреля 2015
11:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter