Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эпир чаплӑ культура ӗҫченӗ тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун ҫулсерен паллӑ тӑвакан ҫак уяв хӑйне евӗрлӗ пӗрлештерекен витӗмпе палӑрса тӑрать.

Чӑваш Енре 2015 ҫула Константин Ивановӑн, илемлӗ чӑваш литературин ни­кӗслевҫи шутланакан аслӑ сӑвӑҫӑн, ҫулта­лӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫак йышӑну общест­вӑна тӑван чӗлхепе литературӑна сыхласа упра­с ый­тусем ҫине тимлӗрех пӑхма хистет. Иван Яковлевич Яковлев кун пирки ҫапла палӑртнӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗн­че курӑ­мне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук».

Пирӗн, чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварса, культурӑпа чӗлхе пуян­лӑх­­не ҫи­тес ӑру­сем туллин йышӑнса юлассине тивӗҫтермелле. Ҫав ху­шӑ­рах ҫам­рӑк­сене тӑ­ван чӗлхене хисеплеме вӗрентнипе пӗрлех, вӗсене ытти халӑх­сен чӗл­хипе йӑ­­ли-йӗрк­ине те сума сума хӑнӑхтармалла, об­ществӑра ӑс-хакӑла тата кӑ­мӑл-сипете ҫирӗплетме пулӑшмалла.

Тӑван чӗлхене пуянлатас тата халӑх хушшинче сарас тӗ­лӗш­пе ырми-канми тӑрӑшакан чӗлхеҫӗсемпе чӗлхе тӗпчевҫисене, тӑван сӑ­махпа ли­те­ра­­турӑна вӗрентекенсене, ҫыравҫӑсемпе журналистсене уй­­­рӑм­­­мӑн тав тӑватӑп. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑхра хавхалану, ик­сӗлми вӑй-хал, ырӑ пуҫарусенче ӑнӑҫусем, ырлӑхпа телей, Чӑваш Рес­пуб­ли­кинче пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлама сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                М. Игнатьев



28 апреля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter