«Çемье ăшши» конкурса хатĕрленетпĕр

Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене тепĕр хут çемье ăшшине туйма панисем пирĕн йышра сахалах мар-ха. Чи пĕлтерĕшли вара - вĕсем усрав ачисене те тăван тĕпренчĕкĕсемпе пĕр танах тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшни. Нумай чухне ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Усрав çемьесен ят-сумне ÿстерес, вĕсен ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарас тĕллевпе республикăра «Çемье ăшши» конкурс ирттересси йăлана кĕчĕ. Асăннă конкурс усрав çемьесенче пурăнакан ачасен пултарулăхĕпе ăсталăхне палăртма та пулăшать. Çавăн пекех çывăх çыннисен тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене хăйсен хÿттине илнĕ çемьесене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма та май парать. Конкурса 3-мĕш çул ĕнтĕ Чăваш Респуб- ликин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерст- випе пĕрле психологипе педагогика реабилитацийĕн тата коррекци Центрĕ, республикăри усрав çемьесен ассоциацийĕ ирттерет. Вăл 3 тапхăрпа пулать. Апрелĕн 20-мĕшĕпе майăн 31-мĕшĕсенче асăннă конкурсăн муниципалитет тапхăрĕ иртет. Июнĕн 1-30-мĕшĕсенче - республика тапхăрĕ. Июлĕн 8-мĕшĕнче конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чыслаççĕ.

Конкурса усрав çемьесен пурнăçне, йăли-йĕркине сăнлакан пултарулăх ĕçĕсене йышăнаççĕ. Унта 4 номинаципе хутшăнма юрать. «Çемьен визит карточки» номинацие хутшăнакансен хăйсен çемйи, ача усрава илнĕренпе тунă пĕрлехи çитĕнÿсем çинчен каласа памалла. «Ылтăн алăсем» номинаципе хăйсен аллипе ăсталанă япала тăратмалла. «Çемье Эрмитажĕ» номинаци валли усрав ачасен хăйсен çемйине сăнланă ÿкерчĕк хатĕрлемелле. «Художествăлла пултарулăх» номинацие вара халăх, классика, бал, паянхи ташăсене ташлакан, халăх тата эстрада юррисене шăрантаракан, тĕрлĕ музыка инструменчĕсем калакан çемьесене чĕнетпĕр.

Кăмăл пур усрав çемьесем пурте хутшăнма пултараççĕ. Ку ыйтупа район администрацийĕн опекăпа попечительство органне килмелле. (Элĕк районĕ)



28 апреля 2015
11:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter