Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Алтай крайĕн Губернаторĕ Александр Карлин пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерӳ вăрманĕ» акцине хутшăннă

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Барнаул хулинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алтай крайĕн Губернаторĕпе  Александр Карлинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче икĕ регион хушшинчи çыхăнăва аталантарасси çинчен сӳтсе явнă. Александр Карлин хăйĕн сăмахĕнче Алтай крайĕпе Чăваш Ен алла-аллăн çыхăнса ĕçленине каланă, регионсем хушшинчи таварсен çаврăнăшĕ 500 млн. тенкĕ патнелле пулнине, тĕрлĕ тытăмра килĕшсе ĕçленине асăннă. Калăпăр, Алтайри мотор завочĕ АУП Тракторсем кăларакан завод тытăмне кĕрет, Шупашкарта калăпланакан техникăсем валли двигательсем кăларать. Алтай тăрăхĕнче Чăваш Республикинче калăпланакан энергетика таварĕсемпе анлăн усă кураççĕ, Чăваш Енри предприятисем Алтай крайĕнчен тырăпа комбикорм илсе килеççĕ. Губернатор Алтай тăрăхĕнче 140 ытла тĕрлĕ халăх пурăннине палăртнă. Сталыпин реформи тапхăрĕнче Алтай тăрăхне Чăваш Енрен çĕре яхăн çын куçса кайнă. Вĕсем  халĕ питĕ аван килĕштерсе пурăнаççĕ, хăйсен культурине, чĕлхине упраса пыраççĕ. «Чăваш Республикинчен килнĕ халăх Алтай тăрăхĕн çĕрне чĕререн упраççĕ, юратса ĕçлеççĕ.  Чăваш Енре питĕ интереслĕ проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсен пуян опытне, уйрăмах строительство тытăмне пирĕн вĕренсе пымалла», - тесе хăй шухăшне палăртса каланă Алтай крайĕн Губернаторĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алтай çĕрĕпе паллашма, пĕр-пĕрин пуян опытне сӳтсе явма ирĕк панăшăн вĕсене тав сăмахĕ каланă. Сăмаха май, республика Пуçлăхĕпе хăйпе пĕрле Алтай тăрăхне икĕ министерство ертӳçи, предприяти ертӳçисем килнине асăннă. «Икĕ регионăн пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура ĕçлемелли майсем сахал мар. Паян тĕл пулса калаçни, малашне тата та ĕçлĕ çыхăнăва тарăнрах çирĕплетме май парĕ. Эпир Алтай тăрăхне юрататпăр. Туслăха малашне те тытса пырăпăр», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕлпулу вĕçленнĕ хыççăн, Михаил Игнатьевпа Александр Карлин пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерӳ вăрманĕ» акцине хутшăннă, асăнмалăх йывăçсем лартнă. Мероприятине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ.  «Паян Чăваш Енрен Михаил Игнатьевпа  килнĕ ятарлă делегаци «Çĕнтерӳ вăрманĕ» акцине хутшăнни мăнаçлантарать. Вăрман - асăнмалăх историне кĕрсе юлчĕ,   çакăн пек илемлĕ акцине хутшăнни пуриншĕн те пысăк пархатар. Çĕнтерӳ - савăнăç кӳрет», - тесе ытарлăн каланă Алтай крайĕн Губернаторĕ. Çакнашкал акци çитĕнекен ăрушăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. «Лартса хăварнă йывăçсем пире малалла ăнтăлма пулăшĕç. Çак акцине хутшăнни пирĕншĕн те пысăк чыс. Пĕрлĕхре пирĕн вăй. Пирĕн çамрăксем малашне те тăван çĕре юратса пурăнасса шанатпăр. Тăрăшса ĕçлени кăлăхах мар, Раççей, Алтай тăрăхĕпе Чăваш Республикинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



29 апреля 2015
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter