Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территорири органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе кашни эрнери ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чи малтанах республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин патшалăх службин должноçĕсене йышăнакан çынсен Этика кодексне ҫирӗплетни ҫинчен калакан Указа алă пусни çинчен пĕлтернĕ. Унсăр пуçне Михаил Игнатьев коррупципе кĕрешмелли хӑш-пӗр ыйтусем çинчен калакан Указа алă пуснине асӑннă. Канашлура Çуркуннепе Ĕç уявне тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине хатĕрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкернĕ.  Чăваш Республикин культура министрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Татьяна Казакова хăйĕн сăмахĕнче уявсене муниципалитетсенче пĕтĕмпех ĕç планĕпе килĕшӳллĕн йĕркелесе пынине каланă. Пурĕ 140 мероприяти ирттерме палăртнă. Чи пĕлтерĕшлĕ те пысăк меропри­ятисем çу уйăхĕн 1,8 тата 9-мĕш кунĕсенче иртĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова вăрçă ветеранĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медальне парса чыслас ӗҫ йĕркипе паллаштарнӑ. Министр çакăн пекех пур районсемпе хуласенче те ветеранĕсене кирлĕ пек пулăшупа тивĕçтерни çинчен асăннă. Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов хăйĕн докладĕнче çу уйăхĕн 3-12-мĕш кунĕсенче вăрçă ветеранӗсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн çул-йĕр транспорчĕпе тӳлевĕр çӳретме ирĕк панине пӗлтернӗ. Ветерансем таксисӗр пуҫне, мĕн пур транспортпа тӳлевсӗр çӳреме пултарĕç. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкернĕ хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Аслă Çĕнтерĕве  70 çул çитнине халалланă мероприятисене çӳллĕ шайра ирттерме, асăну палăкĕсене пĕтĕмпех тирпейлесе çитермеллине çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов республикăра ача сачĕсене хута ярас ĕç еплерех пурнăçланса пыни çинчен тĕплĕн каласа кӑтартнӑ. Кăçал республикăра ача сачĕсене çĕклесе лартма 215 млн.  хушма укçа-тенкĕ федераци хыснинчен уйăрнине каланă. Виçĕ çĕнĕ ача садне хута яма палăртнă, кунсăр пуçне тата икĕ ача сачĕн çуртне реконструкцилеççĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Санкт-Петербург хулинче «РЕЛАВЭКСПО-2015» куравпа ҫӗр­шывсем хушшинче иртнĕ наукăпа практика III-мĕш конференцийĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе пал­лаштарнă. Федерацин электротехника хатĕрĕсен центрĕпе Чăваш Енри электротехника кластерĕ пĕр-пĕрин хушшинче килĕштерсе ĕçлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алă пусса çирĕплетни чи пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине палӑртнă министр. 

 



29 апреля 2015
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter