Фронтовиксене манмаççĕ

Фашистла Германин хĕç-пăшаллă çарĕсене çапса аркатнăранпа 70 çул çывхарса пырать. Калас пулать, çĕнтерÿ çăмăллăн килмен, тăватă çула яхăн тăсăлнă вăрçăра 20 миллион ытла совет халăхĕ хăйĕн пурнăçне вăхăтсăр татнă.

Фронтсенче вилнĕ е хыпарсăр çухалнă совет салтакĕсемпе офицерĕсене ĕмĕрсем хушши асра тытса пурăнас тĕллевпе пирĕн çĕршыври хуласемпе ялсенче палăксем лартнă тата темиçе томлă «Память» кĕнеке-справочник кăларнă. Сăмах май, 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçа Мăн Ямашпа Яккушкăнь ялĕсенчен 220 арçынна мобилизациленĕ. Пĕрисем тылра вăй хунă пулсан, теприсем çапăçу хирĕсенче аманнă, вилнĕ, çухалнă. Çапла майпа 100-шĕ фронтран каялла таврăнайман. Вĕсен ячĕсене вăтам шкул коридорĕнче вырнаçтарнă стенд, шкула хирĕç лартнă палăк çинче вуласа пĕлме май пур.

Çак кунсенче палăка юсаса çĕнетес ĕçсем пыраççĕ. Ку енĕпе Николайпа Петр Леонтьевсем (ашшĕпе ывăлĕ) çине тăрса ĕçлеççĕ. Шкул директорĕ О. Данилов объектри ĕç-пуçпа интересленет çеç мар, пур енлĕ пулăшу пама тăрăшать. (Элĕк районĕ)



29 апреля 2015
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter