Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Кашни ҫулах ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче эпир Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунне паллӑ тӑватпӑр. Ку вӑл халӑх пӗр­лӗ­х­не тата республика территорийӗнче пурӑнакан чӑвашсемпе ытти ха­­­­­­­­­­­лӑх­­сен пӗр шухӑшлӑхне, тӑван кӗтес шӑпишӗн эпир пурте яваплӑ пулнине сӑнарлакан ҫутӑ уяв.

Патшалӑх символӗсем пирӗн республикӑн хӑйне евӗрлӗхне, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем улшӑнми пулнине ҫирӗп­ле­теҫ­ҫӗ, чӑваш халӑхӗн аваллӑхӗ, хальхи пурнӑҫӗ тата пуласлӑхӗ ҫин­чен пӗлме пулӑшаҫҫӗ.

Ҫитӗнекен ӑру хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывӑн гимнне пӗлни, ялавне та­та гербне сума суни питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Патшалӑх сим­во­лӗсене хисеплени вӑл – гражданла хастар позицие, патриотлӑха тата Тӑван ҫӗршыва юратнине палӑртни.

Пирӗн чӗресенче хамӑрӑн Чӑваш Енпе тата унӑн маттур та ӗҫ­чен халӑхӗпе мӑнаҫланма хистекен ырӑ туйӑм яланах ял­кӑштӑр!

Ҫак уявра сире ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата ҫураҫулӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                           М.Игнатьев



29 апреля 2015
07:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter