Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алтай тăрăхĕнче Барнаулти клиника больницин тата «Ту аптеки» музейӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнă

 Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Алтай тăрăхĕнче. Кунта  вăл сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче КГБУЗ ККБ тата Барнаулри «Ту аптеки» музей ĕçĕпе паллашнă. Барнаулри аптека XVIII-мĕш ĕмĕрте йĕркеленнĕ, ту тăрăхĕнчи госпитальсемшĕн пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă, чирлĕ çынсемшĕн кирлĕ пек эмелсем тытса тăнă. 1793 çулта йывăçран хăпартнă çурт Андрей Молчанов архитектор проекчĕпе килĕшӳллĕн, Алтай тăрăхĕнче кирпĕчрен хăпартнă пĕрремĕш çурт пулса тăрать. Паян çак çурт федераци шайĕнчи культура палăкĕ шутланать, ӑна патшалăх пăхса тăрать. 2012 çулта Алтай крайне 75 çул çитнине халалласа çурта çĕнетсе иртнĕ тапхăр сăн-сăпатне кĕртнĕ. Паянхи кун та кунта ĕлĕкхи рецептсемпе сиплĕ эмелсем хатĕрлеççĕ, вĕренес текенсем валли, сиплĕ курăк, супăнь хатĕрлеме мастер-классем ирттереççĕ. «Ту аптеки» çурчӗ хулари Ползунов урамĕнче вырнаçнă, туристсене явăçтармалли историллĕ вырăн, чаплă проекта 2018 çулччен пурнăçа кĕртме палăртнă. Федераци, Алтай крайĕн, хула бюджетĕнчен 16,2 млрд. тенкĕ уйăрма йышăннă, инвесторсене те явăçтарма хатĕрленеççĕ.  Пăхса хăварнă тăрăх, пулас турист кластерӗ çичĕ пайран йӗркеленмелле: уçă пĕлĕт айĕнчи музей, «Ту аптеки» культурăпа истори паркĕ, суту-илӳпе культура тата ытти уйрăм куравсем пулĕç. Михаил Игнатьев ҫавнашкал кластерсем регионсемшĕн, предприятисемшĕн те питĕ тухӑҫлӑ май пулса тӑнине палӑртнă. Калăпăр, Чăваш Республикинче «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» проект пурнăçа кĕрет, унӑн хакӗ 7 млрд. ытла тенкĕпе танлашать. Проектпа килĕшӳллĕн Шупашкар хулинче «Амазония» этнокомплекс, Шупашкар райо­нĕнче «Ясна» этно-экологи комплексĕ çĕкленмелле. Ҫав этнокомплекссенче чăваш апат-çимĕçне, тĕррине, хура мунчине тата ĕлĕкхи ытти йăли-йĕркине упраса хăварма пулӑшакан пайсем пулĕç.    2013-2014 çулсенче «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» кластер инфратытăмне аталантарма федераци хыснинчен субсиди мелĕпе 305,1 млн. тенкĕ уйăрнă. Республика Пуçлăхĕ Алтай тăрăхĕнчи клиника больницин ĕçĕпе кăсăкланнă. Кунта чирлисене сипленме пур условисем те çителĕклĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ больницăра томографи, операции тӑвакан, гемостаз лабораторийӗн уйрăмĕсене тата ытти сиплев уйрăмĕсене çитсе курнă. Больницăн тĕп тĕллевĕ – пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе усӑ курса Алтай тăрăхĕнче пурăнакансене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Стационарта çулсерен 30 пин çын хăйӗн сывлăхне çирĕплетет,  тухтăрсем 20 пин ытла операци тăваççĕ. Хальхи вăхăтра 65 специалист ученăй степеньне  илнӗ, вĕсенчен 15-шĕ медицина наукисен докторĕ. Больницăра медицина университечĕн 15 кафедри ĕçлет, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕçлеме май паракан ресурссем аталанса пыни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕплĕнрех



29 апреля 2015
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter