Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Алтай крайĕн Губернаторĕ Александр Карлин Барнаулта В.С. Золотухин ячĕпе хисепленсе тăракан Çамрăксен театрне тата «Çĕпĕр» концерт залне пăхса çаврăннă

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Алтай крайĕн Губернаторĕ  Александр Карлин  Барнаулта В.С. Золотухин ячĕпе хисепленсе тăракан Çамрăксен театрне тата «Çĕпĕр» концерт залне пăхса çаврăннă. Алтайри çамрăксен пĕрремĕш театрне Барнаулта 1958 çулта йĕркелесе янă. Çак çулта чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче театр хăйĕн  пĕрремĕш сезонне М. Шатров пьесипе лартнă «Революци ячĕпе»  спектакльпе уçнă.  Çамрăксен театрĕн ăсталăхĕнче пултаруллă режиссерсем:  А. Геренбург, И. Трофимова, В. Шабалин, театр ӳнерçи А. Бердыченко, артистсем: П. Козлов, В. Кондратов, Б. Терехов, К. Кайгородцева, А. Виноградов, Л. Римшевич, Г. Модль, А. Корнев, А. Арефьева, А. Брахман, В. Николаева, А. Рябенко, Р. Джамбекова, Э. Кочеткова, С. Черепанова, Т. Чиликанова вăй хунă. Театр ертӳçи пулма 2003 çулта Раççей халăх артистне Валерий Золотухина суйласа лартнă. Юлашки вунă çул хушшинче театр халăхсем хушшинчи тата Раççей фестивалĕсен çĕнтерӳçисем ятне пĕрре çеç мар çĕнсе илнĕ. 2011 çулта çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Алтайри çамрăксен театрĕ хăйĕн çуртне торжествăлла майпа уçнă. Çĕнĕ сцена çинче артистсем «Бумбараш» ятлă спектакль лартса панă. 2012 çулта тепĕр калама çук паллă объект хута кайнă. Раççейĕпе кун пек пулăм урăх ниçта та çук – артистсене валли общежити хута янă. Театрта икĕ пысăк сцена. Чи пысăк залра спектакльсене курма 465 çын вырнаçать. 2014 çулта 50 çынна вырнаçтарса лартма ятарлă уйрăм вырăн хатĕрленĕ. Пиллĕкмĕш вырăн эксперимент мелĕпе йĕркеленнĕ. Театрта 34 артист, вĕсенчен 4-шĕ РФ тава тивĕçлĕ артистчĕ. Сумлă хăнасем «Çĕпĕр» концертсен залĕпе паллашнă. Кунта Алтай тăрăхĕн пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Барнаулта Ленин проспектĕнчи 7-мĕш çурта маларах уйрăм çын тытса тăнă пулнă, тен çавна кура та ытларах кунта ĕç енĕпе çыхăннă мероприятисем йĕркелесе пынă. Çуртăн  ытларах пайне офиссем йĕркелесе тăратма палăртнă. Алтай крайĕн Губернаторĕ Александр Карлин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн 2012 çулта регионăн харпăрлăх çине куçарнă. Проекта çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма май килнĕ. Кун хыççăн культура енĕпе çыхăннă пайсем тĕп тытăм пулса тăнă. Объекта çĕнетме,  çĕнĕ хатĕрсем вырнаçтарма Алтай крайĕн бюджетĕнчен укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Центр икĕ пайран тăрать. Пĕринче концертсем лартаççĕ, тепринче офис йĕркеленĕ. Куракансене валли 490 патнелле ятарлă вырăн. Зала тĕлĕнмелле паха, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене вырнаçтарнă.   Тĕплĕнрех

 



29 апреля 2015
18:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter