Тăвай районĕ: асран тухмаççě вăрçă кунěсем

Асран тухмаççě вăрçă кунěсем. Часах пуриншěн те чи паллă та савăнăçлă кун-совет халăхě Аслă Отечественнăй вăрçăра çěнтернěренпе 70 çул çитет. 70 çул çитет вăрçă çулăмě сÿннěренпе. Ку вăл çын ěмěрěпе пěр танах. Анчах та çав йывăр, тертлě, асаплă çулсене эпир нихăçан та манас çук.

Сирěн умăрта çав нушана чăтса ирттернě çынсем умěнче эпир, халě пурăнакансем, яланах парăмра. Сирěн умăрта яланах  пуç тятпăр эпир.

Илемлě те ăшă вăхăт тăнă 1941 – мěш çул июнь уйăхěнче. Пěрисем тин çеç вěренсе пěтернě те малалла вěренме, ěçлеме ěмěтленнě, теприсем тин çеç мăшăрланнă та çěнě йăва çавăрасшăн пулнă. Кашнинех ырă ěмěтсем. Анчах июнěн 22-мěшěнче нумайăшěн ěмěчěсем темиçе çуллăхах, ěмěрлěхех татăлнă.

            Тушкильти  библиотекăра вăрçă ветеранěсемпе, тыл ěçченěсемпе, вăрçă ачисемпе тата 6-мěш класра вěренекен ачасемпе «Асран тухмаççě вăрçă кунěсем» ятлă тěл пулу пулчě. Уява библиотекарь Камасева Н. тата Максимова О. И. ял тăрăхěн пуçлăхěн çумě ертсе пычěç.

Ял тăрăхěн пуçлăхě Захаров П. И. пухăннисене Аслă çěнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа саламларě. «Сурпан» ушкăн, купăсçи Камасева Л. уява хăйěн илемлě юррисемпе илемретрěç: «Шурă çÿçлě салтак ветеран», «Салтак çырнă виç кěтеслě çырусем», «Мăшăр çунат çук çке ман» тата ытти юрăсем те. Ялти ветерансен совечěн председателě Петрова Т.В. сăмах илчě: «Эпир, аслă  ăру çыннисен фронтри, тылри паттăрлăхне нихăçан та манас çук»,- терě. Шкул ачисем пухăннисем умěнче сăвăсем каларěç.

 Пурě пирěн ялтан хаяр вăрçăра 287 паттăр пуçěсене хунă, вăрçă хирěнчен сывă таврăннисем 260 пулнă. Кашни çулах вěсен шучěсем чаксах пыраççě. Паянхи кун тěлне вěсем пурě 3 ветеран. Вăрçă ветеранě Григорьев Тимофей Григорьевич вăрçă çулěсене аса илсе каласа пачě. Сăвăсем, юрăсем юрланине, аслă ăру çыннисем хăйсен йывăр кун-çулне аса илсе, чěре витěр кăларса куççульпе итлесе ларчěç. Вăрçă ачисен те кун-çулě çăмăл пулман. Игнатьева Нина Игнатьевна каласа пани чуна пырса тиврě. Вěсен тертлě те йывăр пурнăçě куç умне тухса тăчě.

Чей ěçнě çемěн калаçу малалла тăсăлчě. Ветерансем, тыл ěçченěсем, вăрçă ачисем юрласа та  ташласа савăк кăмăлпа килěсене саланчěç.

Çак ирттернě тел пулу ачасене патриотла воспитани парас енěпе пысăк пěлтерěшлě.



30 апреля 2015
11:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter