Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

 Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Майӑн пӗрремӗшӗ тӑван ене чунтан юратакан тата ӑна хӑйӗн ӗҫӗпе хитререх те пуянрах тӑвас шутлӑ пӗтӗм ҫынна пӗрлештерет. Ҫак уяв мӗнпур ӗҫ ҫыннин пӗр шухӑшлӑхне, тӗрӗслӗх ҫӗнтерӗвне, ҫӗнетӗве тата пултаруллӑ ӗҫе сӑнарлать.

Чӑваш Енре ӗҫе кирек хӑҫан та юратса хисепленӗ тата сума сунӑ. «Ӗҫ – пурнӑҫ илемӗ, – вӗрентет халӑх ӑсӗ. Пирӗн умӗнхи ӑрусем тӑрӑшса пухнӑ Чӑваш Ен пуянлӑхне эпир пӗрлехи вӑйпа тивӗҫлӗн сыхласа упратпӑр тата малалла ӳстерсе пыратпӑр. Республикӑри ӗҫ ҫыннисен тӑрӑшулӑхне пула ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлаҫҫӗ, ҫулсем хута каяҫҫӗ, пурӑнмалли ҫуртсемпе ача сачӗсем, стадионсем, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тата культура учрежденийӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, хуласемпе ялсен тата саласен урамӗсемпе картишӗсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ял хуҫалӑхӗ ӑнӑҫлӑн аталанать.

 «Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ – ҫакна пӗлсе тӑрӑр, ун пек ӗҫе юратӑр», – тесе пил панӑ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлев. Пӗрлӗхе упраса, пӗрне-пӗри пулӑшса, хамӑрӑн пултаруллӑ ӗҫӗмӗрпе эпир тем тесен те Чӑваш Ене тата пуянрах та хитререх тӑватпӑрах. Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпех юратнӑ республика ырлӑхӗшӗн вӑй хурса ӗҫленӗ ветерансене уйрӑммӑн тав тӑватӑп.

 Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ҫурхи кӑмӑл-туйӑм, ҫутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама, ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата ырӑ улшӑнусем, ырлӑхпа телей сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                       М. Игнатьев



30 апреля 2015
07:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter