Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пушар хуралӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Сире професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Пушар сӳнтерекенӗн профессийӗ хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ. Унашкал ӗҫе чӑннипех те пархатарлӑ, паттӑр та хӑюллӑ тата чун хавалӗпе вӑйлӑ ҫын­сем кӑна пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.

Ҫулӑм – ҫутӑ тата ӑшӑ ҫӑлкуҫӗ кӑна мар, вӑл час-часах сиксе тухакан хӑрушӑ инкексен сӑлтавӗ те. Истори Шупашкар авал­лӑх­­ра пушартан пӗр хут ҫеҫ мар шар курнине ҫирӗплетекен сведенисене сыхла­са хӑварнӑ. Вут-ҫулӑм хулана тӗппипе тенӗ пекех пӗтернӗ тӗслӗхсем те пулнӑ.

Паян пушар сӳнтермелли хальхи йышши тытӑмсем тата службӑ­сем­пе ведомствӑсем пӗр-пӗринпе лайӑх ҫыхӑнса ӗҫлени вут-ҫулӑмӑн ал­­­хасуллӑ вӑйӗпе тухӑҫлӑн кӗрешме, вут-кӑвар вучахне васкавлӑн сӳн­терме, пушарсем кӳрекен сиене чакарма май параҫҫӗ.

Чӑваш Республикинче пушар тӗлӗшӗнчи лару-тӑру Раҫҫейре чи шанчӑкли­сенчен пӗри шутланать. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче пушарсен шу­­чӗ 20 процент чухлӗ чакнӑ. Чӑваш Енри пушар службин ӗҫченӗсем ҫӳл­­лӗ шай­ри професси ӑсталӑхӗпе тата яваплӑхпа палӑрса тӑраҫ­ҫӗ. 2014 ҫул­та тата 2015 ҫулхи пӗрремӗш кварталта вӗсем 527 ҫынна ҫӑлса хӑ­варнӑ.

Сире хӑвӑр суйласа илнӗ ӗҫе парӑннӑшӑн, служба тивӗҫне пурнӑҫ­ланӑ чухне кӑтартакан хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑва­тӑп. 

Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, килӗшӳлӗх, те­лей та­та ырлӑх сунатӑп!  

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                             М. Игнатьев



30 апреля 2015
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter