Елчĕк районĕ: Майăн пĕрремĕшĕ тăван ене чунтан юратакан тата ăна хăйĕн ĕçĕпе хитререх, пуян тăвас шутлă çынсене пĕрлештерет

Çуркуннепе Ĕç уявĕнче Елчĕк тăрăхĕнче ĕçре палăрнисене чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал та çак çутă кун районти ĕçченсем Елчĕкри Тĕп лапама пухăнчĕç.

Майăн пĕрремĕшĕ тăван ене чунтан юратакан тата ăна хăйĕн ĕçĕпе хитререх, пуян тăвас шутлă çынсене пĕрлештерет. Елчĕк районĕнче те ĕçе юратса пурнăçлакан çынсене яланах хисепленĕ. Ахальтен мар пирĕн тăрăхра ялхуçалăхĕнче, промышленноçра, экономикăпа финанс, вĕренỹпе сывлăх сыхлавĕн, муниципалитет службин, культурăпа спортăн отраслĕсенче палăрнă мухтавлă 30 çыннăн сăнỹкерчĕкĕсене Елчĕк районĕн Хисеп хăми çине çулсеренех вырнаçтараççĕ. Çав тĕллевпе йĕркеленĕ савăнăçлă уява район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов хутшăнчĕç. Вĕсем пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç, ĕçре, пурнăçра çитĕнỹсем сунчĕç.

Н.Миллин çак ырă йăлана - ĕçре малта пыракансене, хăйсен мухтавлă тĕслĕхĕпе хавхалантаракансене чыслассине малашне те тăсма кирлине палăртрĕ. "Пирĕн район чăннипех хăйĕн "паттăрĕсемпе" мухтанма пултарĕ", - терĕ Николай Петрович.

Чаплă та çурхи уява пухăннисене клубсен тытăмĕнче ĕçлекенсем, ачасен искусство шкулĕнче ăсталăха туптакансем савăк юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех стадионта çамрăк спортсменсем - çăмăл атлетсем пирĕн хаклă ентешĕмĕре, Олимп вăййисен призерне А.Игнатьева халалланă спорт вăййисене хутшăнчĕç.



01 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter