Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă мероприятисене хутшăннă

 

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă мероприятисене хутшăннă. Хулан тĕп урамĕсемпе проспекчĕсем тăрăх ĕç коллективĕсен, вĕренӳ заведенийĕсен, организацисен представителĕсемпе пĕрле ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисем, профсоюзсемпе политика партийĕсен представителĕсем утнă. Çу уйăхĕн 1-мĕшне халалланă мероприятисене пĕтĕмпе 30 пине яхăн çын - Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакансемпе хăнисем - хутшăннă. Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре митинга хутшăнакансен умĕнче тухса калаçнă май Михаил Игнатьев Майӑн пĕрремĕшĕ тӑван ене чунтан юратакан тата ӑна хӑйĕн ĕçĕпе хитререх те пуянрах тӑвас шутлӑ пĕтĕм çынна пĕрлештернине, çак уяв мĕнпур ĕç çыннин пĕр шухӑшлӑхне, тĕрĕслĕх çĕнтерĕвне, çĕнетĕве тата пултаруллӑ ĕçе сӑнарланине палăртнă. «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысӑк усӑллӑ – çакна пĕлсе тӑрӑр, ун пек ĕçе юратӑр», – тесе пил панӑ аслӑ çутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлев. Пĕрлĕхе упраса, пĕрне-пĕри пулӑшса, хамӑрӑн пултаруллӑ ĕçĕмĕрпе эпир тем тесен те Чӑваш Ене тата пуянрах та хитререх тӑватпӑрах. Пĕтĕм пурнӑҫ тӑршшĕпех юратнӑ республика ырлӑхĕшĕн вӑй хурса ĕçленĕ ветерансене уйрăмах пысăк тав», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Михаил Игнатьев уява пухăннисене пурне те çирĕп сывлӑх, çурхи кӑмӑл-туйӑм, çутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама, ĕçре çĕнĕ çитĕнӳсем тата ырӑ улшӑнусем, ырлӑхпа телей, юрату суннă. Çакăн пекех уяв хăнисене Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăваш Республикинчи «Чувашрессовпроф» профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Анатолий Коршунов саламланă, Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсен ĕçченлĕхĕпе тата лайӑх ĕç кӑтартӑвĕсемпе палӑрса тӑнине каланă. Тĕплĕнрех

 



01 мая 2015
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter