Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул тата Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне республикăра епле ирттернине сӳтсе явнă канашлура. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев кăçал çу уйăхĕнче ирттернĕ паллă уявсенче ытти çулхисемпе танлаштарсан, халăх самай пуçтарăннине асăннă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 285 мероприяти пулнă, вĕсенче 172 пин çын хутшăннă. Шупашкарти палăксем умне 7 пин çын чĕрĕ чечек çыххисем хунă. Хулари парадпа салюта 78 пин çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов хăйĕн сăмахĕнче çу уйăхĕнче пысăк уявсене халалласа пурĕ 730 ытла мероприяти ирттернине каланă, вĕсенче 350 пин çын ытла хутшăннине палăртнă. Чăваш Республики «Çĕнтерӳ сиренĕ», «Çĕнтерӳ вăрманĕ» тата та ытти пĕлтерĕшлĕ пысăк акцисене хутшăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче вăрçă ветеранĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе, халăха социаллă пулăшу паракан служба ĕçченĕсем   ятарлă саламсем илсе çитернине асăннă. Вăрçă ветеранĕсене уяв парнисене парса хисеп тунă. Уявсен пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен докладсем итленĕ хыççăн, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятисем пурте питĕ пысăк шайра иртнине каланă, çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва ытларах та ытларах юратма, хисеплеме вĕрентнине палăртнă. «Вилĕмсĕр полк» пĕтĕм Раççейĕпе иртнĕ акцине Чăваш Енре пурăнакан халăх пĕр сасăллă пулса хутшăннă. Çакнашкал мероприятисене малалла та ирттермелле. Çамрăксен историне лайăх пĕлмелле, паттăр салтаксен ятне яланах асра тытмалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Уявсене хатĕрлесе ирттерме пулăшнисене пурне те тав тунă.  Республикăра çу уйăхĕн 18-23-мĕш кунĕсенче кинофестиваль ирттересси пирки Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов тĕплĕн чарăнса тăнă. Кăçал республика хăнисем 43 фильм тӳлевсĕр пăхма пултарĕç. Киносене «Çеçпĕл», «Каскад», «Виçĕ пингвин», «Синема 5», «Волжский» кинотеатрта тата ытти культура учрежденийĕсенче кăтартĕç. Кинофестивалĕн программине 40 ытла Раççейри паллă режиссерсем,  актерсем килме кăмăл тунă. Канашлăва пухăннисем ачасен çуллахи кану вăхăтĕнчи ĕç планне те тишкернĕ. 2015 çулта ачасен канăвĕсене йĕркелеме 577 млн. яхăн патнелле укçа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 15 процент нумайрах. 96 пин ачана кану лагерьĕсене йышăнма хатĕрленеççĕ.  Çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен республикăри  сиплевпе кану лагерьĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе çитерме палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уй-хир ĕçĕсем çинчен каласа кăтартнă. Паянхи кун тĕлне республикăра 129,1 пин гектар çĕр çинче пĕрчĕллĕ йышши культура акса хăварнă, планпа пăхнинчен 65 процент. Çур аки ĕçĕсем Елчĕк, Шăмăршă районĕсенче вĕçленсе пыраççĕ. Хуçалăхсенче çĕрулми тата ытти культурăсене лартса хăварас ĕç хĕрӳ пырать. 



12 мая 2015
15:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter