Тăвай районĕ: ветерана чысларӗç

Улянкăра пурăнакан вăрçă ветеранне  Илья Иванович Иванова Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Аслă Отечествăлла вăрçăра Çӗнтерỹ тунăранпа 70  çул тултарнă ятпа  саламларӗ. Вăрăм ӗмӗр, çирӗп сывлăх, канлӗ ватлăх сунчӗ. Мирлӗ пурнăçшăн, Аслă  Çӗнтерӗве çывхартма  пулăшнăшăн тав турӗ. Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхӗ Ирина Хайдукова та ăшă сăмахсем каларӗ.

     Илья Иванович Иванов  пулемет уйрăмĕн командирĕ Харьков, Полтава, Миргород, Лисичанск, Ворошиловоград хулисене хỹтĕленĕ çĕре хутшăннă. Днепр, Ордер шывсем урлă каçнă  чухне икĕ хутчен аманнă. И. Иванов  хăйĕн çар чаçĕпе  Прагăна çитнĕ, 5 орден кавалерĕ.  Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Илья Ивановича Хĕрлĕ Çăлтăр (3 хутчен) Александр Невский, 1 степенльĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденсемпе, 16 медальпе наградăланă. 2000 çулта Çĕнтерỹ Парадне хутшăннă. 



12 мая 2015
16:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter