Раççей спорт Министрĕ Виталий Мутко Чăваш Республикине спорт инфратытăмне аталантарассипе тата халăха спорта явăçтарассипе эффективлă ĕçлесе пынине палăртнă

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн Спорт Министерстви ирттернĕ анлă ларăва хутшăннă. Пухăннисем ку хутĕнче ГТО пирки ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко доклад тунă. Министр хăйĕн сăмахĕнче çĕршывра «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» комплексне çĕнĕрен кĕртнĕренпе шăпах та çулталăк çитнине асăннă. Пуçтарăннисем ГТО комплексне пурнăçа кĕртсен халăха ытларах спорта явăçтарма пулăшнине асăнса хăварнă. Палăртнă вăхăт хушшинче сахал мар ĕç йĕркеленĕ. «Тест центрĕсене эффективлă ĕçлеттерсе ярасси пĕтĕмпех регионсенчен килет. Вĕсене кирлĕ пек спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле. Вĕсене валли Федераци хыснинчен укçа-тенкĕ субсиди мелĕпе куçĕ», - тесе каланă Виталий Мутко. Вăл çакăн пекех ГТО пирки халăх хушшинче хыпара анлăрах сармаллине асăрхаттарса хăварнă. Çак ĕçе паллă спортсменсене явăçтарма сĕннĕ. ГТО комплексне йĕркелесе хак парса пыма судьясене çирĕп вĕрентме асăрхаттарнă. Çапах та çак ГТО комплексне çынсен хăйсен ирĕкĕпе пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшмалла, ирĕксĕрлетме юраманнине палăртнă. «Çĕршывра спорта аталантарас ĕçе ГТО пысăк витĕм кӳрет. Пирĕн пĕр тĕллев – кашни çемьене  спорта явăçтарасси», - тесе уççăмăн каланă Раççей спорт Министрĕ. Сăмаха май, вăл Раççейре спорта кăмăл тăвакансен хисепĕ, куллен спорта çӳрекенсем ӳссе пынине асăннă. Çак кăтарту регионсем лайăх ĕçленипе çыхăннă. Виталий Мутко хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикине ырласа тĕслĕх вырăнĕнче илсе кăтартнă. Регионта юлашки çулсенче спорт объекчĕсем куллен вăй илсе пынине, çĕнĕрен те çĕнĕ хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен спорт сооруженийĕсем çĕкленсе ларнине каланă. Тата çитменнине калас пулсан, спорт учрежденийĕсене çӳрекенсен хисепĕ çав тери пысăк пулни пурне те савăнтарать. Паллă çăлтăрпа ирхи зарядка тĕслĕх те çĕршывĕпе сарăлчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Енре пĕлсе тата эффективлă ĕçлесе пынине асăнса хăварнă Раççей спорт Министрĕ. «Спортивное вещание» организацийĕн генеральнăй директорĕ Василий Кикнадзе ГТО  интернет-порталĕ çинчен тĕплĕн паллаштарнă. Кăçал ăна ака уйăхĕн 27-мĕшĕнчен халăх патне илсе çитерме май туса панă. Çак кĕске вăхăт хушшинче сайт 36 пин патнелле çын кĕрсе вуланă, вĕсенчен 30 пин ытла çын сайтра регистрациленнĕ. Çак темăна малалла тăсса «Исполнительная дирекция спортивных проектов» организацийĕн генеральнăй директорĕ Азат Кадыров, Раççей спорт министерствин массăллă спорта аталантарассипе ĕçлекен Марина Томилова калаçнă. Чăваш Республикинче 2013-2014-мĕш вĕренӳ çулĕсенче Спорт министерствипе Вĕренӳ министерстви социаллă пĕлтерĕшлĕ проект пурнăçа кĕртнĕ. Палăртнă проект ĕçне Чăваш Республикинчи 30 вĕренӳ учрежденийĕнчен 18116 шкул ачи хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Чăваш Енре ГТО комплексне ĕçлеттерсе ярас тĕлĕшпе ятарласа ĕç хучĕсене те йышăнса хăварнă. Мероприятисен планĕпе килĕшӳллĕн республикăри районсемпе хуласенче, ĕç тăвакан власть органĕсенче йĕркипе мероприятисене йĕркелесе ирттереççĕ, кăлтăксем ниçта та çук. ГТО тестне ирттернĕ тапхăрта республикăра пурĕ 51378 шкул ачи, учительсем – 3846, муниципалитетсенче ĕçлекенсем 1186   пулнă. «Раççей – спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртрĕ. Ун чухне, шăпах та мĕн пур халăх ГТО нормине тултарма спорта тухнă. Раççейри регионсенче ГТО комплексĕн инфратытăмне аталантарма ятарлă центрсем хута яма, çак  тĕллевпе Чăваш Республикине 2 млн. 396 пин тенкĕ пулăшу куçарассине пĕлтернĕ. Çак укçа-тенкĕпе республикăра виçĕ центр хута яма палăртнă. Çак ĕçсемсĕр пуçне республикăри ФСК, база тата тĕп шкулĕсенче ятарлă спорт хатĕрĕсене çителĕклĕ таран хатĕрленĕ.  Канашлăва пухăннисем Сочи хулинче Пĕтĕм Раççейри пултаруллă ачасен центрне йĕркелесе ярасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă. «Талантпа çитĕнӳ» фонд ертӳçи Елена Шмелева хăйĕн сăмахĕнче Центра олимп инфратытăмĕн объекчĕсен бази çинче йĕркелесе ярасси пирки хыпара пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕп ыйтусенчен пĕри - пултаруллă шкул ачисене сăнаса пулăшса пырасси пулнине каланă, çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнисене, тĕрлĕ шайсенчи спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçисене пухма палăртнă. Тĕплĕнрех



13 мая 2015
15:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter