Вăрмар районĕ: уйра тăрăшмасăр хĕл каçаймăн

Çуракине вăхăтра вĕçлес тĕллевпе районти уйсенче тракторсен сасси кĕрлеме чарăнмасть. Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче паянхи кун тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене сÿреленĕ, кĕрхи культурăсене апатлантарнă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çурхи культурăсене акассине вĕçлесе пыраççĕ, «иккĕмĕш çăкăр» тата пахча-çимĕç лартма хатĕрленеççĕ. Кашни çул хресчен ?фермер% хуçалăхĕсен йышĕ ÿссе пырать. Ытларах вĕсем нумай çул ÿсекен курăксем, пĕрчĕллĕ культурăсем акассипе, çĕрулмипе пахча-çимĕç лартса-туса илессипе ĕçлеççĕ. Çак хуçалăхсене уйрăмах палăртса хăвармалла: П.Григорьев, вăл 24 гектар çĕр лаптăкĕ çинче ĕçлет, С.Калягин - 35 гектар çинче, В.Сергеев 400 гектар çĕр çинче вăй хурать, В.Яковлев - 15 гектар, Г.Алексеев - 10 гектар, Н.Тимофеев - 125 гектар, В.Павлов - 4,4 гектар, О.Расколов - 13 гектар тата В.Александров 8,8 гектар çĕр лаптăкĕ çинче тăрăшаççĕ.



13 мая 2015
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter