Элĕк районĕ: çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçлесчĕ

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов черетлĕ планерка ирттерчĕ.

Район администрацийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев майăн 13-15-мĕшĕсенче шкулсем çумĕнчи сывлăх лагерĕсене комисси пăхса тухса йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Çитес шăматкун рес- публикипех, çав шутран районта та Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Йăлана кĕнĕ йĕркепе пур спортзалта та тÿ-левсĕрех сывлăха çирĕплетме пулать.

Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Надежда Павлова майăн 1-мĕшĕ тĕлне район бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Бюджетăн тупăш пайĕ 126409,4 пин тенкĕпе танлашать. Ку çулталăкра пăхнин 41,6 проценчĕ пулать. Вăл шутран харпăр хăй тупăшĕ 14337,5 пин тенкĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 10,9 процент ÿснĕ (е 1413,1 пин тенкĕ). Налук тупăшĕ 11826,2 пин тенкĕ, налук мар тупăш - 2511,3 пин тенкĕ. Тавăрса памалла мар укçа-тенкĕн калăпăшĕ 112071,9 пинпе танлашать. Бюджетăн тăкак пайĕ - 114514,8 пин тенкĕ (çулталăкра пăхнин 37,6 проценчĕ).

Ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров çураки ĕçĕсем çинчен пĕлтерчĕ. Паянхи кун тĕлне 5132 гектар (76,8 процент) çинче тырă акса хăварнă. Вăл шутран тулă - 1800 гектар, урпа - 2130 гектар, пăрçа йышши культурăсем - 62 гектар. 9 хуçалăхра ку ĕçсене вĕçленĕ. Районта çĕр улми лартас ĕç пырать. Майăн 25-мĕшĕ тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» лартса пĕтермелле. Пахча çимĕç 5 гектар йышăнать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов хирти ĕçсене тăсса ямасăр вĕçлеме ыйтрĕ.

Çавăн пекех Александр Николаевич район центрĕнче тасалăха тытса пырас тĕлĕшпе тăтăшах субботниксем йĕркелеме ыйтрĕ.

 

 



13 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter