Мускавра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче Чăваш Республикин кунĕсене халалласа чаплă мероприяти иртнĕ

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче Чăваш Республикин кунĕсене халалласа ирттернĕ чаплă мероприятине хутшăннă, республика çитĕнĕвĕсемпе çыхăннă курава пăхса киленнĕ. Курава уçиччен чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш çумĕпе, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕпе Александр Жуковпа тĕл пулса калаçнă. Сумлă ĕçтеше, Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерне республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарнă. Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Европа чемпионатне еплерех хатĕрленсе пыни çинчен каласа кăтартнă. Александр Жуков хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ «Раççей – спорт çĕршывĕ» форум тĕнчипех асра юлнине, Чăваш Ен Раççейри спортпа туслă  чи вăйлă регион ятне çĕнсе илнине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Курава уçнă вăхăтра, Александр Жуков пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Чăваш Республики нимĕнле кризиса пăхмасăрах пĕр тан лайăх аталанса пынине, экономика тĕлĕшĕнчен лару-тăру та аван пулнине палăртнă. Производство, социаллă тытăм ура çинче çирĕп тăнине асăннă. Тĕнчипе те çук чи паллă пысăк завод хĕвел модулĕсем калăплакан производство хута кайнине те каласа хăварнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре пурăнма питĕ лайăх пулнине, уява пухăннисене региона килсе курма чĕнсе каланă. Куравра тĕнчипех паллă политиксем пулнă. Калăпăр,  Владимир Жириновский политик пĕр хутчен çеç  мар Чăваш Республикинче пулнине асăннă. Кашни каймассерен Чăваш Республикинче хăйне тăван енре пулнă пекех туйнине каланă. Чăваш Республикинче  тĕрлĕ нацисем хушшинче килĕшӳ пулнине, халăх тарават, ăшă кăмăллă пулнине асăннă. «Ман шутпа, Раççейре кашни регионта çакăн пек ăнланулăхпа пурăнмалла», - тесе палăртса хăварнă ЛДПР фракцийĕн ертӳçи Владимир Жириновский. Иосиф Кобзон хăйĕн сăмахĕнче нумаях пулмасть Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнине аса илнĕ. Регионта çамрăксене патриотла воспитани парас тесе пысăк мероприятисем йĕркелесе ирттернине каланă. Республикăри ертӳçĕсем историне, йăла-йĕркепе культурăна, паттăрсен ятне упраса хăварассишĕн чуна парса ĕçленине палăртнă. РФ Патшалăх Думинче Вĕренӳ енĕпе тимлекен комитетăн председателĕн çумĕ  Алена Аршинова Чăваш Республики çĕр айĕнче пурлăхсемпе пуян мар пулин те, регион пултаруллă, ĕçчен, ăшпиллĕ тарават халăхпа уйрăлса тăнине каланă. Чи сумлă пархатар – пĕрне-пĕри ăнланса пурăнакан халăх пурри. Хăнасене Федераци Канашĕн Халăхсем хушшинчи çыхăнăва тытса пыракан комитетăн Председателĕ Константин Косачев тата РФ Патшалăх Думинче Экономика енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков та саламланă. Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен презентаци йĕркеленĕ, ăна «Единая Россия» партийĕн ертӳçи Владимир Васильев уçнă. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхне хăйпе пĕрле сумлă делегаци Мускава илсе килнишĕн чĕререн тав сăмахĕ каланă. Уяв вăхăтĕнче пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсем пирки канашланă, асăнмалăх сăн ӳкерчĕкĕсем тунă. Уяв пурин кăмăлне те çĕклесе янă. Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, унăн шухăшĕпе халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртнă. Пухăннисем умĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов та тухса калаçнă. Депутатсен ĕçĕ-хĕлĕпе, республика аталанăвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн, Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, çакăн пек пысăк та чаплă мероприятисене йĕркелесе ирттерни - регионшăн пысăк витĕм кӳнине, инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерме май панине каланă. «Пирĕн хамăрăн çитĕнӳсем пирки каласа пама вăтанмалла мар. Кам та кам пулса курнă пирĕн тăрăхра, вĕсем ĕмĕрех Чăваш Республикине ырăпа çеç аса илсе пурăнаççĕ. Ман шутпа ку чи кирли», - тесе хăй шухăшне витĕмлĕн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



13 мая 2015
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter