Ăна вăрçă çирĕплетнĕ

Элĕкре пурăнакан Васса Ивановăна Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулне халалланă юбилей медальне Правительство çуртне чĕнтерсех ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакса янă. Вăрçă ветеранĕпе танлашнă хĕрарăмпа уяв умĕн тĕл пултăмăр. Вăл хăйĕн çамрăклăхĕпе кун-çулĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

Вассан ашшĕне Иван Иванович Иванова вăрçа1941 çулхи октябрьте илсе кайнă. Çав вăхăт тĕлне Пĕчĕк Йăлкăшра вăйпитти арçынсем юлман ĕнтĕ. Ванька пиччене, колхоз председателĕ пулнă май, каярахпа чĕнтернĕ. Килте ватă амăшĕ, арăмĕ, 4 ачи юлнă. Асли Васса ун чухне 7-мĕш класа çÿренĕ, кĕçĕнни сăпкара выртнă. «Вĕренме тăрăшăр, ачасем. Çăкăр çимелĕх ĕçлесе илĕр», - çапла каласа хăварнă тĕпренчĕкĕсене ашшĕ.

Фронта кайиччен Иван Иванович Шупашкар çывăхĕнчи Вăрманкасра 3 уйăх пурăннă, ытти салтакпа пĕрле çар ĕçне вĕреннĕ. Васса ун патне кайса курнă, пĕррехинче 4 çĕр выртса килнĕ. Фронта тухса каяс умĕн курса юлас тесе 14-ри хĕрача шартлама сивве пăхмасăрах инçе çула тухнă. Уйкасри салтак арăмĕ те пĕрле пынă. Ял Канашĕ вĕсене вăйсăр лаша парса янă. Çав ута пула чутах шăнса вилеймен çулташсем.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
14 мая 2015
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter