Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри губернаторсен эффективлăхĕн рейтингĕнче хăйĕн позицине ӳстерсе çирĕплетнĕ

Граждан обществин аталанăвĕн Фончĕ Раççейри губернаторсен ĕçĕн эффективлăхне тишкерсе черетлĕ рейтинг хатĕрлесе кăларнă. Ку хутĕнче Фонд хăйĕн тишкерĕвĕнче чи эффективлă ӳсĕмлĕ ĕçлесе пыракан 10 çын тата ĕç кăтартăвĕсемпе чакнă 10 ертӳçĕн списокне хатĕрленĕ. Тĕрлĕ эксперт шухăшĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионăн макроэкономикăн тĕп кăтартăвĕсем çитĕнӳсемпе пулнине кура,  вăл хăйĕн  ĕç эффективлăхĕн позицине тепĕр пĕр ӳсĕмпе тата та çирĕплетсе лайăхлатнине палăртать. Çак кăтартусене тĕпчесе пĕтĕмлетнĕ тăрăх, çитĕнӳсен кăтартăвĕ кризис тапхăрĕнче регионсенче социаллă экономика аталанăвĕ ăнăçлă пурнăçланса пынине, предпринимательсене аталанма витĕм кӳнине, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче тĕрлĕ сийри халăхсен ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе авариллĕ тата пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенче пурăнакансене хăтарса, хăтлă çуртсемпе тивĕçтерни те çакнах кăтартса парать.



15 мая 2015
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter