Элĕк районĕ: тырă акасси вĕçленет

Районта уй-хир ĕçĕсем ăнăçлă пыраççĕ. Майăн 13-мĕшĕ тĕлне илсен, çурхи тĕш тырă культурисене 5593 гектар (84 процент) акнă, çав шутран урпа - 2350, çурхи тулă - 2005, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 62 гектар.

3 хуçалăх тата 9 хресчен-фермер хуçалăхĕ çурхи тĕштырă культурисене акса пĕтернĕ. Кусем: «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем, «Золотое Руно» Агрофирма», Г. Исаев, В. Узянов, С. Волков, А. Харитонов, А. Петров, В. Варламов, Ю. Никифоров, О. Петров, Г. Петриков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем.

Ака ĕçĕсене «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 97 процент, «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕнче - 88, «Новый путь» хуçалăхра 72 процент пурнăçланă.

Кăçал çĕрулмие 980 гектар çинче туса илме палăртнă. Паянхи куна илсен, «иккĕмĕш çăкăра» 75 гектар лартнă. Çак ĕçе «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕ- сем» общество, В. Узянов, С. Волков, Ю. Никифоров хресчен-фермер хуçалăхĕсем тытăннă.

Ăнăçлăх техника тухăçлă ĕçленинчен нумай килет. Çавна тĕпе хурса «Новый путь» хуçалăхра машина-трактор паркне çĕнетсех пыраççĕ. Çак кунсенче кăна кунта МТЗ-1221 трактор, тĕштырă акмалли СЗ-5,4 сеялка, КПШ-9, 6 культиватор, тăпрана пусăрăнтармалли УП-6 агрегат пурĕ 3 миллион тенкĕлĕх илнĕ.

Майăн 13-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов строительство объекчĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашнă.



15 мая 2015
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter