Ĕçсем кал-кал пыраççĕ

 Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов строительство объекчĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашнă.

Чи малтанах Ураскилт салинче 40 вырăнлă ача садне реконструкцилесси мĕнле пынипе интересленчĕ. Шкул çулне çитменнисен учрежденине «2013 - 2020 çулсенче «Вĕренĕве аталантарас» Раççей Федерацийĕн патшалăх программин «Шкул çулне çитменнисен, ачасен вăтам тата хушма пĕлÿ парассине аталантарасси» çумпрограммăпа килĕшÿллĕн юсаса çĕнетеççĕ. Çак ĕçе «СМУ-21» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Халĕ асăннă объектра çурт умне ăшă тытмалла тăвассипе, шыв тата канализаци пăрăхĕсене хурассипе ĕçсем пыраççĕ. Электромонтаж ĕçĕсене вĕçленĕпе пĕрех.

2013-2017 çулсенче «Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă пурăнмалли авариллĕ çуртран граждансене куçарасси» республикăри адреслă программăпа килĕшÿллĕн Элĕк салинче Восточнăй урамĕнче 2352 тăваткал метр пĕтĕмĕшле лаптăклă 3 хутлă 54 хваттерлĕ çурт тăваççĕ. «АликовоСельСтрой» тулли мар яваплă общество подряд организацийĕ шалти инженери сечĕсене монтаж тăвас ĕçе вĕçленĕ. Шыв, канализаци пăрăхĕсене тата электроэнерги системине вырнаçтарас ĕçсем вĕçленнĕ пулсан, ăшă тата газ тытăмĕсене туса пĕтерессипе те ĕçсем сахал юлнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов строительство ĕçĕсемпе паллашнă май объектсене вăхăтра хута ярас тĕлĕшпе строительсене ĕçе хăвăртлатма тата ĕçе пахалăхлă тума сĕннĕ.



15 мая 2015
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter