Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

 

Сире Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе чун-чӗререн салам­латӑп! Ҫак паллӑ уяв ҫемьен пӗлтерӗшӗпе хаклӑхне, вӑл об­щест­вӑн пахаран та паха пайӗ пулнине палӑртать.

 «Патшалӑх вӑл – пысӑк ҫемье, ҫемье вара – юрату вӑйӗ хӑват парса тӑракан пӗчӗк патшалӑх», – пӗлтерет халӑх ӑсӗ. Юрату, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшни, пӗрне-пӗри хисеплени, шанни, ӑнланма тата ка­­ҫарма пӗлни – ҫак питех те пӗлтерӗшлӗ паха­ енсем ҫирӗп те тус­лӑ ҫемьери хутшӑнусене йӗркелеҫҫӗ. Ҫирӗп ҫемье – сывӑ об­щест­вӑн, Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн телейлӗ пуласлӑхӗн шанчӑклӑ ни­кӗсӗ.

Чӑваш Республикинче ҫемье енӗпе тытса пыракан пат­ша­лӑх политики ҫемье институтне ҫирӗплетессине, ача амӑшӗпе ачалӑха пулӑшассине, нумай ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ хӳтлӗх парассине пысӑк вырӑна хурать. Республикӑн амӑшӗн капиталне тӳлетпӗр, виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн вӗсем виҫӗ ҫула ҫитиччен каш­ни уйӑхра пособи паратпӑр, нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑ­кӗ­семпе тӳлев­сӗр тивӗҫтеретпӗр.

Медицина тата вӗренӳ енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗ лайӑхланать. Юлашки ҫулсенче республикӑра 43 ача сачӗ хута кайнӑ, шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли ҫирӗм пин ҫурӑ ытла вырӑн йӗркеленӗ. Шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӳреме черетре тӑракан икӗ ҫултан ас­лӑрах мӗн пур ача валли ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне асӑннӑ пӗлӳ ҫурчӗсенче вы­рӑнсем хатӗр пулӗҫ.

Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн ырӑ кӑтартӑвӗсене пула Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 25 процент чухлӗ ӳсрӗ тата халӑх йы­шӗ хӑй тӗллӗн ӳссе пыни виҫӗ ҫул хушши шанчӑклӑн палӑрать.

Ҫамрӑк­семшӗн лайӑх тӗслӗх пулса ҫемье вучахӗн ҫулӑмне вун­шар ҫул хушши типтерлӗн сыхласа упракан мӗнпур ҫынна чунтан тав тӑватӑп. Кашни килте яланах тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ хуҫалантӑр, ачасен ян­равлӑ кулли илтӗнсе тӑтӑр!

Сире юратупа чун хавалӗ, ырӑ шанчӑк тата пӗр-пӗрне ӑн­ланма, телейпе ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                М. Игнатьев



15 мая 2015
13:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter