Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна йĕркелесе ирттернĕ. Пухăннисем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павловăн докладне итленĕ. Министр каланă тăрăх, кăçал республикăра акса хăвармалли культурăсене валли 565 пин гектар çĕр хатĕрленĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 5,6 пин гектар чухлĕ нумайрах. Паянхи кун тĕлне çурхи культурăсене акса хăварас ĕçе планпа пăхса хăварнинчен 92 процент чухлĕ пурнăçланă. Çак ĕçе республикăри Патăрьел, Каçал ен, Елчĕк районĕсем пĕтĕмпех вĕçленĕ. Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексне патшалăх енчен 2,5 млрд тенкĕ пулăшу кӳнĕ. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăри хуçалăхсене субсиди мелĕпе пурĕ 926,7 млн тенкĕ куçарса пама та ĕлкĕрнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çурхи ĕçсене вăхăтра туллин пурнăçламаллине асăрхаттарса хăварнă. Çĕнĕ йышши технологисене пурнăçа кĕртсе пыни халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вĕсен ĕç укçин шайне ӳстерме май панине каланă. Çу уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне республикăра 18 муниципаллă пĕрлешӳре ĕçпе çыхăннă саккуна 3713 йĕркене пăснă тĕслĕх тупса палăртнă. Михаил Игнатьев организацисемпе предприятисенче ертӳçĕсем хăйсем патĕнче тăрăшакансене кирлĕ пек йĕркепе ĕç укçипе тивĕçтерменни пур-пĕрех сисĕннине каланă.  Ку енĕпе йĕркене çирĕп тĕрĕслесе пымаллине асăрхаттарса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Шупашкар хулин администрацийĕн Пуçлăхĕ Алексей Ладыков «Çеçпĕл» кинотеатр вырăнĕнче çамрăксене аталанса пыма Академи уçасси пирки сăмах пуçарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тӳрех йышăну тăвиччен, чи малтан тĕрлĕ министерствăсене ĕç хутне тĕплĕн тишкере тухма хушнă. «Шухăш, паллах, аван. Проекта пĕтĕмпех çамрăксене халалланă,çапах та пирĕн пурсăмăрăн та çакна лайăх ăнланмалла, чăннипех те проект çамрăксен ăс-хакăлне аталантарма май парассине. Объект канупа суту-илӳ центрĕ пулса тăмалла мар, кун пек учрежденисем ахаль те сахал мар республикăра», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çу уйăхĕн 12-15-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думинче Чăваш Ен кунĕсем иртнĕ.  Ертӳçĕсем палăртнă пулăм пирки те тĕплĕн тепĕр хут сӳтсе явнă.



18 мая 2015
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter