Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуссирен килнĕ делегаципе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуссирен килнĕ делегаципе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Сумлă делегацине Минск облаçăн ĕç тăвакан комитет председателĕн Пĕрремĕш çумĕ Игорь Макар  йĕркелесе ертсе пынă. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, «Миноблмясомолпром» КУП генеральнăй директорĕ - «Мясомолпром» холдинг компанийĕн управляющийĕ Дмитрий Ракомсин тата «Здравушка-милк» АУП генеральнăй директорĕ Владимир Лапицкий хутшăннă. Ертӳçĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе, агропромышленноç секторне аталантарас ыйтусене сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен делегацийĕ нумаях пулмасть вĕсен патĕнче пулнине аса илнĕ. Ун чухнехи кăмăл-туйăм пирки каласа кăтартнă. Мĕн авалтан пĕр-пĕринпе туслă пурăннă халăх паянхи кун та экономика тĕлĕшĕнчен лайăх аталанса, пĕрне пĕри пулăшса пырать. «Çыхăнусем çирĕпленнĕ.  Малашне тата та вăйлăрах аталантарасси пирки çеç шухăшласа ĕçе пурнăçа кĕртсе пымалла. Бизнесра, власть органĕсенче тăрăшакансем пурте çапла шухăшлани палăрать», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Малашлăхра çыхăнăва анлăрах сарни пур еншĕн те усăллă пулĕ.   Минск облаçĕн ĕç тăвакан комитет председателĕн Пĕрремĕш çумĕ Игорь Макар Етĕрнери аш-какай предприятине çитсе паллашни çинчен каласа кăтартнă. Сумлă хăна пирĕн республикăпа тата асăннă предприяти ĕçĕпе питĕ кăмăллă пулнă. «Пур вырăнта та тирпейлĕх хуçаланать. Таварсене тутанса пăхрăм. Пахалăх енчен çав тери пысăк шайра тăни куçкĕретех. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли майсем сахал мар. Пирĕн хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсене тӳрремĕнех сирĕн регионта вырнаçтарас килет», - тесе палăртса каланă Игорь Макар.  Тепĕр хут палăртса хăварасшăн, Белоруссипе Чăваш Ен агропромышленноç енĕпе тахçантанпах туслă ĕçлесе пырать. Комбайн, трактор тата ытти ял хуçалăх хатĕрĕсене сахал мар туяннă.  Тыр-пул енĕпе те пĕр-пĕрин пуян опытне тĕпе хурса ĕçлени паллă. Пирĕн тăрăха килнĕ сумлă делегаци чăвашсен ыхрипе суханĕпе, Чăваш Енри предприятийĕсенче калăпланакан хими имçамĕпе  тата ытти таварсемпе те кăсăкланнă. Тĕплĕнрех



20 мая 2015
17:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter