Республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ

Майăн 20-мĕшĕнче  Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп темисем: Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулта ĕçленин результачĕсем çинчен отчечĕ; республикăра çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне йĕркелес, сывлăхне çирĕплетес, çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес ыйтусем; çурхи уй-хир ĕçĕсен итогĕсем.

Çавăн пекех Чăваш Республикинче организацисен управляющийĕсене лицензиленин пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерĕç, çу кунĕсенче вут-кăвар инкекĕнчен сыхланас ыйтусене пăхса тухĕç. Информушкăнсем ялсенчи, ĕç коллективĕсенчи халăхпа тĕл пулса калаçĕç. Граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнассине йĕркелеççĕ.



20 мая 2015
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter