Атăлçи федераллă округри регионсен çемье врачĕсен наукăпа практика конференцийĕн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

  Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта Ухсай ячĕпе хисепленсе тăракан Культура керменĕнче Атăлçи федераллă округри регионсен  çемье врачĕсен наукăпа практика  конференцийĕн  ĕçне  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Паллă мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, медицина ĕçченĕсем тата ытти уйрăм палăртнă хăнасем пуçтарăннă. Конференцине уçиччен чи малтан Михаил Игнатьев медицина организацийĕсем хатĕрленĕ курава пăхса çаврăннă. Республика Пуçлăхĕ Çемье врачĕсен Пĕтĕм тĕнчери паллă кунĕ ячĕпе мĕн пур пухăннă çынсене саламланă, çак профессине кӳлĕннисене ăнăçусем суннă. «Патшалăхăн социаллă политикин тĕп çул-йĕрĕ - çемье медицинин институчĕсене аталантарса пырасси, халăх сывлăхне çирĕплетме тĕрлĕ майсем йĕркелесси, çын çураласлăхне, çемье шăнăрне тĕреклетесси тата ăна упраса хăварасси. Паян, чăннипех те патшалăх çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме кирлĕ пек условисем туса парать. Медицина ĕçченĕсен квалификациллĕ пĕлӳ илеççĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Республикăра йышăнакан тĕрлĕ мерăсене пула, фельдшерпа акушер пункчĕсем çителĕклĕ. 2012 çултан пуçласа Чăваш Енре çынсем çураласлăхĕ самай ӳссе пырать. Ку енĕпе Чăваш Республики Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать. Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, ФАП аталантарас кăтартупа пирĕн регион чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан сакăр регион шутне кĕнĕ. Çынсем нумай çул пурăнни савăнтарать, кăтарту - Раççей шайĕнче чи лайăххисен хисепĕнче. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн докладĕнче çемье врачĕсене йĕркелесе тытса тăрас ĕç Раççейре тĕслĕх шайĕнче пулнине асăннă. «Çынсене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парас ĕçре  çак професси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чи аякра вырнаçнă ялсенче халăха вăхăтра пулăшу паратăр», - тесе  каланă министр. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тăрăшса çитĕнӳсемпе ĕçлекен ĕçтешсене Людмила Вахитовăпа Наталия Нюхинăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тав сăмахĕпе алла çыхмалли сехете парса чысланă.

 Тĕплĕнрех



20 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter