Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Атăл-Вятка Тĕп банкĕн пуçлăхĕпе Лариса Павловăпа тĕл пулнă

 Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Атăл-Вятка Тĕп банкĕн  пуçлăхĕпе Лариса Павловăпа тĕл пулнă. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикинчи Наци банкĕн управляющийĕ  Александр Логвинов хутшăннă. Ĕçлĕ тĕлпулу самантĕнче финанс ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре кредит организацийĕсем ĕçленине асăннă, юлашки çулсенче республикăра пурăнакансем банк тытăмне питĕ шаннине каланă.

 Тĕплĕнрех

 



20 мая 2015
18:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter