Комсомольски тăрăхĕнче çĕр улми лартаççĕ

Районти ял хуçалăх кооперативĕсем фермер хуçалăхĕсем, колхозсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Паянхи куна хуçалăхсем çĕр улми лартаççĕ. Майăн 19-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе 786 гектар çинче пурнăçланă. Ку енĕпе уйрăмах "Слава картофелю" агрофирма /168 га/, "Комсомольские овощи" ООО /120 га/, Н.Самарин фермер хуçалăхĕ, "Рассвет", "Дружба" ЯХПК-сем /90 га/ аван ĕçлеççĕ. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлеме 402 гектар çинче куккурус акнă.



20 мая 2015
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter